Хĕрне каланине "кинĕн" хăлхана чикме юрамасть-шим?

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:11 Просмотров: 102

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн территорийĕнчи чи пысăк юханшыва, чылай ĕмĕр шăнкăртатакан Пăлана варалани, унта мăшкăлтăк шывсене юхтарни, килсе тăкни пирки юлашки вăхăтра çине-çинех калаçатпăр, çыратпăр пулин те, çав-çавах куçне хупса çак ирсĕр ĕçе пурнăçлакансем пур-ха. Çак кунсенче çеç трактор çумне "Вода" тесе çырнă пысăк цисцерна çаклатнă пĕр "паттăр" Шăнкăртамран Тикеше каякан çул хĕррипе вырнаçнă хире, Пăлапа юнашарах юхтарнине çынсем ỹкерсе те, çыртарса та илнĕ. Çак вăхăтра куракансем преступникăн (çапла каласан та юрать) киревсĕр ĕçĕ пирки йĕрке хуралне систерсе çийĕнчех шыва вараланăшăн хут çырнă пулсан тата витĕмлĕрех пулĕччĕ, тепрехинче тракторист çакăн пек хăтланмĕччĕ-тĕр...

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика