Шыва кĕмелли тапхăр пуçланман, инкекĕ вара çине-çинех...

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:12 Просмотров: 106

 РЕСПУБЛИКĂРА шыва кĕмелли тапхăр пуçланман пулин те инкек-синкек пĕрин хыççăн тепри пулсах тăрать. Иртнĕ эрнере, акă, Канаш муниципалитет округĕнчи Шăхасан çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавалта инкек пулнă, 8-9 çулсенчи виçĕ хĕр ача путса вилнĕ.

Вырсарникун пирĕн тăрăхра та инкек пулнă. 27 çулхи Шăхач арçынни (ушкăнпа пулнă) çанталăк шăрăх пулманнине пăхмасăрах Анат Тăрмăшĕнчи кỹлле ишме кĕнĕ те каялла тухайман...Вăл хĕрĕнкĕ пулнă, унсăр пуçне çак вырăнта шыва кĕме те юраман. Сăмах май каласан, пирĕн муниципалитет округĕнче водолазсем пилĕк кỹлле (Кзыл Чишма, Патăрьел, Турхан, Сител, Треньел) çеç тĕрĕслесе шыва кĕме ирĕк панă. Çавăнпа та пĕлмен е палăртман вырăнта пачах ишме юрамасть.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика