Астăвăм кĕнеки хатĕрлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:12 Просмотров: 93

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2025 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле регионсем умне ятарлă кĕнекесем пухса хатĕрлеме тĕллев лартнă. Çапла Раççейри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата ялсен Астăвăм кĕнекисем пулĕç. Кĕнекесенче вăрçа хутшăннă çынсем пирки - пуç хунисем пирки те, киле таврăннисем пирки те - тĕплĕн каласа кăтартма тивĕç. Вĕсене электрон мелпе хатĕрлеççĕ.

Чăваш Енре ку кĕнекене хатĕрлеме тытăннă. Халĕ вăрçа хутшăннисем пирки (вăл шутра хыпарсăр çухалнисем пирки те) калакан документсене тишкереççĕ, информаци пухаççĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ - республикăн патшалăх архивĕ. Кунти ĕçченсем фронтовиксен сăн ỹкерчĕкĕсене, упранакан докуменчĕсене вырăнти архивсене пырса пама сĕнеççĕ. Унта вĕсен копийĕсене туса юлаççĕ. Çав материалсем Астăвăм кĕнекин пĕр пайĕ пулса тăрĕç. Ятарласа "Малая Родина. Книга памяти" сайт йĕркелеççĕ (https: ỸỸmalaya-rodina.ru), каярах электрон кĕнекесене унта вырнаçтарĕç. Çапла майпа муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата ялсен электрон кĕнекисемпе пурте паллашма пултарĕç.

Çак ĕçе вăрçăра пулнисен тăванĕсем кăна мар, волонтерсем те хутшăнма пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех çак адреспа ыйтса пĕлме пулать: Шупашкар хули, Ленин пр., 16 в çурт, электрон почти: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript., тел.: 8 (8352) 62-14-95 (наука центрĕ). Çавăн пекех интереслентерекен информацие "ВКонтакте" социаллă сетьре те пĕлме май пур (https:ỸỸvk.comỸgosistarchive21).

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика