Эпĕ, эсĕ, вăл - пĕтĕм ушкăнпа

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:12 Просмотров: 109

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул округри вĕренỹ учрежденийĕсенчен пысăккисенчен пĕри. Вăл интереслĕ те тулли пурнăçпа пурăнать. Вĕрентỹ процесне кружоксем, секцисем ĕçлени тата пуянлатать. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ проекта хутшăнаççĕ, конкурссене явăçаççĕ.

 Отчетлă концерта хатĕрленесси те хăйне майлă пысăк пулăм пулчĕ. Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тăвассишĕн пуç хунă тата хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцийĕнче мирлĕ пурнăçа хỹтĕлессишĕн кĕрешекен паттăрсене халалланă.

"Юрататăп сана, пурнăç!" ятпа йĕркеленĕ уяв концертне "Сăр шурăмпуçĕ лăпкă..." театрализациленĕ представленипе пуçларăмăр. Унăн сценарине вĕрентекенсем чăн пурнăçпа çыхăнтарса йĕркеленĕ. Çакă вăл "Ĕмĕрхи пуянлăх, çĕнĕ çынсем" шкул проекчĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Сцена çинче 8-11 классенче вĕренекенсем Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă чухнехи саманта сăнларĕç. Чăнлăха куç умне кăларма, йывăрлăха тỹссе ирттерме пултарнине кăтартни куракансене тыткăнларĕ.

"Биляр" ташă ушкăнне пурте кăмăллаççĕ. Тумĕсем илĕртỹллĕ вĕсен, хусканăвĕсем килĕшỹллĕ, кирек камăн кăмăлне те çĕклеме пултараççĕ. Темиçе ташăпа та сцена çине тухрĕç вĕсем. Кĕçĕн ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Аслисем вĕрентекенсемпе пĕрле ташларĕç. Вĕсем - шкул выпускникĕсем. Ансамбль ертỹçи çитĕнекен ăрупа çакнашкал номер хатĕрлени ашшĕ-амă- шĕшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Татьяна Торговцеван нумай çулхи тăрăшуллă ĕçĕ ачасен кашни хусканăвĕнче, куллинче палăрчĕ.

 Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн музыка кружокĕн филиалĕнче пĕлỹ пухакан "Тамчы" ансамбль концерт программине пуянлатрĕ. Альбина Абитова ертсе пынипе 1-4 классене çỹрекен 22 ача баянпа сцена çине тухрĕ.

 Вĕрентекенсем ачасемпе пĕрле юрлани, ташлани Раççей Федерацийĕнчи Педагогпа наставник çулталăкĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ.

Шкулти М.Валитов ячĕллĕ çарпа патриотла тата "Лидер" клубсен воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсене çỹрекен кашни ача сцена çине спорт номерĕпе тухрĕ.

Концерта вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те ертсе пычĕç. Çакă Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче питех те вырăнлă пулчĕ.

 Кашни ачара ăсталăх пур. Ăна аталантарса пыма çеç пĕлмелле. Унăн çитĕнĕвĕ вара ыттисене хавхалантартăр. Çакна тĕпе хурса ĕçлет коллектив.

Гелсирень АБЕЙДУЛЛОВА, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика