Улатăртан - медальсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:13 Просмотров: 131

Улатăр хулинче йăлана кĕнĕ каратэ спорчĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Елизавета Красновăпа Зухра Зергирова унта лайăх кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен виçе категорийĕсенче тантăшĕсене кая хăварса финала лекнĕ. Юлашки тупăшура кĕрешес техникине пĕлнĕрен иккĕшĕ те пысăк очкосем пуçтарнă. Елизавета Зухрана 6:5 шутпа çĕнтернĕ финалта.

 Çавăн пекех Лейсан Зергирова лайăх кăтартусем тунă, каратэре кĕмĕл, катара пăхăр медальсене тивĕçнĕ.

Мадина Камалетдинова финалти çивĕч тупăшура Улатăр спортсменкине çеç парăнтарайман, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Катара Ксения Никитина палăрнă, пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Спорт Чупса, шывра ишсе, велосипедпа ярăнса ăмăртнă Волгоград хулинче Ачасен лигин триатлон енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКан 17 çамрăк воспитанникĕ хутшăннă. 17 регион спортсменĕ йышĕнче вĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Тимур Хамдеевпа Мария Викторова пĕрремĕш, Исмаиль Янтыков иккĕмĕш, Вадим Беловол виççĕмĕш, Карина Антонова тăваттăмĕш, Василиса Иванова пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика