Ача-пăча çĕннишĕн хавас

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:43 Просмотров: 594

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун - июнĕн 1-мĕшĕнче - Патăрьел муниципалитет округĕнче чăн-чăн уяв пулчĕ. Ачасен савăнăçне пĕрле пайлама, вĕсене саламлама Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри вĕрентỹ, культура, спорт министрĕсем Дмитрий Захаров,Светлана Каликова, Василий Петров, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева, Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн ертỹçи Юрий Кислов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

"Аслисем - ачасене"

Вĕрентỹ министерстви республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе, Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕпе пĕрле "Аслисем - ачасене" ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарса ячĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи предприяти-организаци, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер организацийĕсем, предпринимательсем тата ыттисем те "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" çулленхи ыр кăмăллăх марафона хастар хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче те вĕсем акцие кăмăлтан явăçасса шансах тăратпăр. Марафон вăхăтĕнче пухăннă укçа-тенкĕ вырăнах юлать. Маларахрисемпе Патăрьелĕн- чи "Сказка" ача садĕнче çуллахи сцена уçнăччĕ. Кăçал вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул валли интерактивлă лазерлă тир хута ячĕç. Мĕн тери савăнать çитĕнекен ăру çакăншăн.

Ыр кăмăллăх акцине ятарлă

QR-кодпа усă курса укçа куçарма пулать. Çак шухăша хăнасемпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ырласа хăйсен тỹпине хыврĕç. Çỹрĕр библиотекăна, пуянлатăр ăс-тăна Çак кун "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн модернизациленĕ ача-пăча библиотеки хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. "Культура" наци проекчĕпе 2023 çулта Чăваш Енре уçăлакан пĕрремĕш объект çакă. Кăçал республикăра ултă библиотека модельлĕ пулмалла. Çавăн пекех виçĕ округ июнь уйăхĕнчен автоклубсемпе пуянланĕç. Ку Республика кунне Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк парне пулĕ,- пĕлтерчĕ культура министрĕ Светлана Каликова.

Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотеки Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче 2023 çулта "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçарнă конкурсра çĕнтернĕ. Асăннă тура хутшăнас тесе 2020 çулта кунта 1060000 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Хутса ăшăтмалли, электричество, шыв системине улăштарнă, çĕнĕ алăксем лартнă. Пушар сигнализацине тунă, стенисене сăрланă, маччана тирпейленĕ, санузел, сусăр çынсене кĕрсе тухма пандус вырнаçтарнă.

Çакă "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнче модернизациленĕ пĕрремĕш библиотека. Федераци бюджечĕ шутĕнчен 5 миллион тенкĕлĕх сĕтел-пукан, оргтехника, интерактивлă урайпа сĕтел, глобус, ачасене вылямалли хăйăр лаптăкĕ, мультимедийлă оборудовани, мультстуди, "Алиса" ăслă колонка, VR-шлем, сĕтел çинче выляма вĕренмелли вăйăсем, цифрлă фотоаппарат, çавăн пекех 2 пин тенкĕ ытлалăх çĕнĕ кĕнекесем туяннă. Библиотека интерьерне наци стилĕпе капăрлатнă.

Наци проекчĕн пулăшăвĕ витĕмлĕ

 Июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă тепĕр объект вара - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн физкультурăпа спорт зони. Ăна "Демографи" проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" проекчĕпе хута янă.

Ачасен ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче, культурăпа кану паркĕнче, централизациленĕ ача-пăча библиотекинче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн спорт зонинче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çитĕнекен ăрăва телейлĕ кун-çул, ашшĕ- амăшне вĕсене пăхса ỹстерме сывлăх сунчĕ.

 - Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен ĕмĕчĕсем тулччăрах. Хута яракан кирек хăш объект та ачасене пур енлĕн аталанса ỹс-ме пулăштăрах,- терĕ Рудольф Васильевич. Уяв вăхăтĕнче ачасен ăсталăхне аталантарма май паракан интерактивлă кĕтессем ĕçлерĕç. Спорт вăййисем пычĕç. Сцена çинче юрă янăрарĕ тата ытти те.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Ольга ПАВЛОВА сăн ỹкерчĕкĕсем

ХАКЛАВ:

Людмила АБУЖАРОВА, Патăрьел ялĕ:

- Эпир ачасемпе библиотекăна час-часах çỹретпĕр. Унти мероприятисене, конкурссене хутшăнатпăр. Библиотека ĕçченĕсене тараватлăхпа ăшăлăхшăн тавах. Вулавăшра яланах хăтлă та тирпейлĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика