Ял уявĕсем кĕрлеççĕ, хăнасене хапăл тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:45 Просмотров: 589

ЫРĂ йăла-йĕркепе ялсенче ака-сухана ăнăçлă ирттерсе янă хыççăн савăнăçа пĕрле пайлаççĕ, ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, ăмăртусенче вăй виçеççĕ тата ытти те. Кзыл Чишмасемпе Ишлĕсем хăна пуçтарма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Ыран, акă, Шăнкăртамсем, Çĕньялсем, Çăл Атăксем, Çĕнĕ Ахпỹртсем, Кĕçĕн Патăрьелсем, Туçасем, Кивĕ Ахпỹртсем ял уявĕ иртекен лапама çак тĕллевпе пуçтарăнĕç. Вырсарникун Кивĕ Катекре, Аслă Чементе, Алманчăра, Первомайскинче, Нăрваш Шăхалĕнче, Шăхачра, Сăкăтра, Турханта ял уявĕсем кĕрлĕç. Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Шăнкăртамри "Хĕвеллĕ" уçланкăна Акатуй-Сабантуя пуçтарăнĕç, аякран та çывăхран çитнĕ хăнасемпе пĕрле пысăк уявра савăнĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика