Ытарайми ташшипе, шăнкăрав пек сассипе

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 22:10 Просмотров: 571

Ульяновск хулин Çĕнтерỹ паркĕпе ипподромĕнче чăвашсен илĕртỹллĕ те пурте юратакан наци уявĕ Акатуй иртнĕ. Кăçалхипе вăл 33-мĕш хут пулнă. Ăна Ульяновск облаçĕн чăваш наци культура автономийĕпе облаçри патшалăх бюджет учрежденийĕн "Ульяновск облаçĕн халăх культура центрĕ" йĕркеленĕ.

Чăваш наци уявне Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ячĕпе пухăннисене унăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ - администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламланă. Уява хутшăнакансем Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн фольклор ушкăнĕсен театрализациленĕ представленине курса савăннă. Сцена çинче вĕсемпе пĕрле Тутарстан Республикипе Самар облаçĕн ăста коллективĕсемпе çамрăксен ансамблĕсем пулнă.

Çавăн пекех Николай Толстов ертсе пыракан Сăкăтри халăх хорĕ те пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.

Уяв пынă вăхăтра алă ĕçĕсен выставки ĕçленĕ. Патăрьелсем илемлĕ экспозици хатĕрленĕ: йăлара усă куракан ĕлĕкхи тата хальхи япаласене кăтартнă, наци апатне ас тивме пулнă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика