Кашни çыннăн пулăшăвĕ салтаксемшĕн пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2023, 12:03 Просмотров: 525

 УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцинче паттăрлăх кăтартакан, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшакан ентеш-салтаксем пирки социаллă сетьре те чылай вулатпăр, çыратпăр, вĕсен паттăрлăхĕшĕн савăнатпăр. Çапах та çак тапхăрта вĕсене пиртен чун ăшши çеç мар, ытти енĕпе те тĕрев кирлине те манмалла мар, нацистсене тĕп тăвас ĕçре салтаксене пулăшма паян кашнийĕ хăйĕн тỹпине хывни пĕлтерĕшлĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастарсем, волонтерсем кун пирки пĕрре те манмаççĕ-ха, салтаксене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене вăхăтра тупса, туянса çитереççĕ. Вĕсене вара ыттисен те кар тăрса пулăшасчĕ. Акă, çак кунсенче Сăкăтсем ентеш-салтаксем валли хỹтĕлев сеткине ватти- вĕтти пĕрле хутшăнса çыхаççĕ. Маларах Патăрьелсем, Кивĕ Катексем, Первомайскисем çак ĕçе явăçрĕç. Пулă тытакан сетьрен хатĕрлекен хỹтĕлев чаршавне ыттисем те пурнăçлама пултараççĕ. Вăл салтаксемшĕн çарта яланах кирлĕ хатĕр. культура под-ка чтения в ЧР "Хаçат хакĕ ỹсни унăн сумне чакармасть. Ăна çырăнатăпах..." ÇАК шухăша Сăкăтра пурăнакан Мария Сулагаева ĕç ветеранĕ çирĕппĕн пĕлтерчĕ. Çиччĕмĕш теçеткере пыракан нумай ача амăшĕ районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çамрăкранпах çырăнать. Маларах ăна ашшĕпе амăшĕ хапăл туса вуланине те ас тăвать. Тивĕçлĕ канура пулсан та паян вăл ялти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне хаваспах юрлама çỹрет, общество пурнăçĕнче те хастар, çав вăхăтрах хаçата пĕр номерне сиктермесĕр тĕплĕн вулать. Вĕсем мăшăрĕпе çеç мар, ачисем те, мăнукĕсем те "чун апатне" чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика