Çĕнĕлĕхсем кăмăла çĕклеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2023, 20:50 Просмотров: 270

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин хушма професси вĕренĕвĕн "Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕ" Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕпе "Çамрăксен общество центрĕ"Сэлэт-Батыр" хăй тытăмлă коммерциллĕ мар организаци пĕрле хутшăнса ĕçлес пирки калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Çак документ вĕренỹ сферинче социаллă проектсене пурнăçлама, педагогика кадрĕсен ăсталăхне ỹстерме, професси хатĕрленĕвне йĕркелеме, вĕренỹ программисене лайăхлатма тата вĕренỹ процесне инновациллĕ пулăшу парассине тивĕçтерме пĕрлехи программăсене пурнăçлама лапамсем туса хума пулăшĕ.

Александр ИВАНОВ

Яндекс.Метрика