Тимлĕхре - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:40 Просмотров: 248

Ĕнер, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов структура подразделенийĕсен, республика службисен, территори пайĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул ачисене республикăри "Асам" шкул театрĕсен конкурсне хутшăнма пулăшнисене Тав хучĕпе чысланă. Çавăн пекех канашлура пневмони чирĕнчен асăрханса пăхăнмалли йĕркесем, çитес çул пуçару бюджечĕпе пурнăçламалли проектсем, мошенниксенчен асăрханмалли йĕркесем пирки те ыйтусене çивĕчлетнĕ, çитес эрнери тĕллевсене палăртнă.

(Хамăр корр.).

Яндекс.Метрика