Электропроводкăсем шанчăксăр пулнăран пушар тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:41 Просмотров: 251

ÇЫВХАРСА килекен хĕл сивви пире тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслет. Пушар хăрушлăхне сирсе ярас тесен вара кил-çуртра кăмакасем те, мăрьесем те, электропроводкăсем те шанчăклă пулмалла. Пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче çеç Туçа территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Шăнкăртамри пĕр хуçалăхра электропроводка шанчăклă пулманран пушар тухнă. Инкекре 4х6 калăпăшлă йывăç сарай çунса кĕлленнĕ. Территори пайĕнчи пушар хуралĕн сотрудникĕсем Патăрьелĕнчи ятарлă служба çитичченех вăхăтра сỹнтерме ĕлкĕрнĕ. Маларах Аслă Чементи пушар та электропроводкăранах тухнă. Çавăнпа та шартламасем çитиччен вĕсене пăхса яни е çĕнетни тăкакпа çыхăннă пăтăрмахран та сирĕ.

Яндекс.Метрика