Тырри-пулли пỹлме тулли, чĕрере – хавхалану

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:43 Просмотров: 145

 Уяв тĕлне - çĕнĕ объектсем

Йăлана кĕнĕ йĕркепе тыр-пул пухса кĕртсен ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Вăл çĕрпе тăрăшса ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, тырпул çитĕнтерекенсене, апат-çимĕç промышленноçĕнче вăй хуракансене пĕрлештерет. Иртнĕ эрнекун çак отрасль хастарĕсен уявĕ иртрĕ. Чи малтанах Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнче агролаборатори уçăлчĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва çут çанталăк тĕнчине анлăн пырса кĕме май парать. Сăнавсем туса ачасем ĕç çыннин тăрăшулăхне хак пама хăнăхаççĕ. Садике çỹрекенсем акнă вăрлăхсем мĕнле шăтса тухнине сăнаççĕ, ятарлă дневник çине çырса пыраççĕ.

Лаборатори 36 тăваткал метр йышăнать. Ятарлă савăтсенче урпа, тулă, сĕлĕ, сухан... çитĕнет. 3 тĕрлĕ çĕр улми лартнă. Манго, авокадо вăррисене килĕсенчен илсе килнĕ.

Лабораторие "Лук-Агро", "Батырь", "Корма" çĕр ĕç фирми пулăшнипе ĕçе кĕртнĕ.

Муниципалитет округĕнче çакнашкал 4 агролаборатори уçма палăртаççĕ. Ыттисене çул вĕçне ĕçе кĕртме пулаççĕ. Вĕсене Патăрьелĕнчи "Василек", Шăнкăртамри "Сандугач" тата Александр Краснов ячĕллĕ Треньелĕнчи ача сачĕсенче йĕркелесшĕн.

Çавăн пекех "Юмах" ача садĕнче мультстуди те ĕçлет. Çитĕнекен ăру мультфильмсем ỹкерет. Рольсене вылякансен кỹлеписене вара хăйсемех ăсталаççĕ. Килĕсенчен те илсе килеççĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ Анат Туçари Валерий Кузнецов хресчен фермер хуçалăхĕнче çĕр улминчен чипсы хатĕрлекен цех уçăлнипе те асра юлĕ. Сăмах май каласан, вăл республикăра та пĕрремĕш. Инвестици калăпăшĕ 60 млн тенкĕ ытла. Кунта çĕр улмине çитĕнтерессинчен пуçласа суту-илỹ сентрисем çине хатĕр продукци çитересси таранчченех йĕркеленĕ. Вăл "Чебо" ятпа тухать. Кашни чĕркем тирпейлĕ, тутанса пăхма та кăмăллă.

Чипсы хатĕрлеме кирек хăш çĕр улми те каймасть. "Варяг" сорта суйласа илнĕ. Тавар туянакана хальлĕхе икĕ тĕрлĕ çимĕç сĕнеççĕ. Çулталăкне 400 тонна чипсы кăларма палăртаççĕ. Халĕ кунта 10 çын ĕçлет. Малашне ассортимента тата анлăлатасшăн. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесшĕн.

Çак кунах Тутар Тимеш ялĕнче 250 пуç вырнаçмалăх ĕне выльăх самăртакан цех хута кайрĕ. Ăна тума Камиль Салихов хресчен фермер хуçалăхĕ 2022 çулта патшалăхран грант илнĕ. Инвестици проекчĕ 25 млн тенкĕпе танлашнă. 10 млн тенкине фермер хăй хывнă. Кунта аш-какай туса илмелли мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Тата 2 ĕç вырăнĕ хутшăнмалла. Халĕ фермăра 155 пуç самăртакан выльăх. Çавăн пекех 87 лаша, 258 сурăх пур. Кăçал кунта 330 тонна аш-какай туса илнĕ.

Ỹсен-тăран çитĕнтерессипе те ĕçлеççĕ. 658 гектар çĕрĕ пур. 552 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 106 гектар выльăх апачлĕх культурăсем акнă-лартнă.

Чыс, мухтав, çĕр ĕçченне - çăкăр çитерекене!

Уявăн савăнăçлă пайĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ, ял ĕçченĕсене çĕр ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ, хастарлăхшăн тав турĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республика Правительстви ял территорисен комплекслă аталанăвĕн программине пурнăçа кĕртсе ялсене нихçанхинчен те ытларах укçа-тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. "Астăватăр пулĕ, 20-25 çул каялла паянхи пек регион программисем пачах пулман. Ял хуçалăх отраслĕн енĕпе кăна пĕлтĕр 6 млрд тенкĕ, кăçал 7 млрд тенкĕ уйăрнă. 2023 çулта пĕтĕмпе те çĕре яхăн программа пурнăçа кĕрет - çав шутра вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленекен бюджет проекчĕсем те",- терĕ Сергей Геннадьевич. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене çамрăк кадрсене тăван енрех хăварма тухăçлă, çителĕклĕ, тупăшлă ĕç вырăнĕсем ытларах хатĕрлеме сĕнчĕ.

Тĕп доклада Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов турĕ. Акă мĕн палăртрĕ вăл: -

Патăрьел округĕ - аграри округĕ шутланать. Çак отрасльте ĕçлекенсем тăрăшнипе кашни гектартан 33,5 центнер тĕш-тырă çапса илсе пỹлмене 55 пин тонна кĕртме пултартăмăр. "Иккĕмĕш çăкăра" 17 пин тонна, сухан-севока 7 пин тонна, хĕвелçаврăнăшне 300 тонна çитĕнтертĕмĕр.

 "Мĕн акатăн, çав шăтать",- теççĕ. Çитĕнỹ тума паха вăрлăхсем акни те пулăшрĕ. Ĕçре ку чухнехи технологисемпе усă курни, ял хуçалăх предприятийĕсен машина-трактор паркне çĕнетни курăмлă. Юлашки 4 çулта муниципалитетра 221 çĕнĕ трактор, тыр-пул пуçтаракан 19, выльăх апатне пухса кĕртекен 7 комбайн, 700 ытла единица кăкарса çỹремелли хатĕр илме пултарни савăнтарать.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çулталăка ăнăçлă вĕçлесси куç кĕрет. Мăйракаллă шултра выльăхсен, сурăхсен, качакасен йышĕ çулталăкра 3 процент, лашасен - 4 ỹсрĕ. Ĕнесен шучĕ те пысăкланнă. Сыснасен çавах юлнă.

Муниципалитет округĕ республикăра сĕт туса илессипе иккĕмĕш, аш-какайпа виççĕмĕш вырăнта.

Ял хуçалăх çулĕ вĕçлениччен кашни ĕнерен сĕт туса илессине 8 пин литртан та ирттерме палăртатпăр. 2 хуçалăх вара 9 пинлĕ чикĕрен те каçать.

Продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене те тав. Муниципалитет округĕнче ку енĕпе 6 кооперативпа 55 фермер хуçалăхĕ тăрăшать. Вĕсем аш-какайран 100 ытла хатĕр продукци тата çурма фабрикатсем, сĕтрен 15 тĕрлĕ ытла çимĕç тата 14 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ.

Кăçал Решит Санзяповпа Лилия Чепекова хресчен фермер хуçалăхĕсенче тата сыр тăвакан икĕ цех хута кайрĕ.

Паян Валерий Кузнецов хресчен фермер хуçалăхĕнче чипсы кăларакан цех уçăлчĕ. Çакă муниципалитет округĕнче çĕр улмине тирпейлесе кăларакан пĕрремĕш çитĕнỹ.

"Агроспутник" кооператив çулталăкра 400 тонна яхăн сĕт тирпейлекен хушма цех тума пуçăннă. "Агросоюз" пĕрлешỹре çулталăкне 300 тонна аш-какая ĕçе кĕртмелли цеха хута яма хатĕрленеççĕ.

Туса илнĕ продукцие вырнаçтармалли условисем çителĕклĕ. "Агрокультура" кооперативра фермер картишне уçнă. Кăмăл пуррисем хăйсен таварне асăннă лавккан сентрисем çине кăларма пултараççĕ.

Индустриллĕ "Батыревский" парк тума пуçăннине те палăртмасăр хăвараймăн. Унта инфратытăмпа килĕшỹллĕн (газ, электричество, шыв кĕртнĕ, интернетпа çыхăнтарнă) çĕр лаптăкĕсемлĕ инвестици проекчĕсене хута ямалли хатĕр вырăнсем пулаççĕ. Паян унта асфальтлă çул çитернĕ. Çак проект хамăр хатĕрлекен продукци калăпăшне ỹстерме, тĕп тупăша вырăнта хăварса çĕнĕ лапамсем ĕçе кĕртме май парать.

 Аграри отраслĕнче 9 уйăхра 4 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Кашни 100 гектар пуçне эпир 7 млн тенкĕлĕх ытла тавар çитĕнтернĕ. Çакă республикăра иккĕмĕш кăтарту.

Отрасль ăнăçлă аталаннинче ял хуçалăх производствине модернизацилени пысăк вырăн йышăнать. Тĕп капитала инвестици хурасси кăçал 208 млн тенкĕ ытла пулнă. 14 проект хута янă. 39 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Паян шăпах эпир Камиль Салихов хресчен фермер хуçалăхĕнче 250 вырăнлăх самăртакан выльăх усрамалли витене хута ятăмăр.

Тата пĕр млрд ытла тенкĕлĕх 117 проект хута каймалла. 464 ĕç вырăнĕ уçăлмалла.

Муниципалитетра уйрăм хушма хуçалăхсенче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси, фермерсен юхăмне çул парасси, вĕсене патшалăх енчен пулăшасси ỹссех пырать.

Пирĕн муниципалитет округĕ грант çĕнсе илмелли конкурссене хастар хутшăнать. Юлашки 3 çулта çеç 67 субъектра 375 млн тенкĕлĕх усă курнă.

Пĕлтĕртенпе ял туризмне аталантарас енĕпе патшалăхăн çĕнĕ енлĕ пулăшăвĕ ĕçе кĕчĕ. Ку тĕлĕшпе те укçа илсе хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пикенекенсем пулчĕç. 2024 çулта агротуризмм сферинче пуçласа экскурсие килекенсене йышăнăпăр.

Бизнес-проектсене пурнăçа кĕртсе пынăран çулленех çĕнĕ ĕç выр вырăнĕсем уçăлаççĕ. Çавна май ĕç укçи те ỹсет.

 2023 çулта пĕлтĕрхипе танлаштарсан ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен уйăхсерен тивĕçекен тỹлевĕ 15 процент ỹснĕ, 31333 тенкĕпе танлашнă.

Ялсене аталантарма иртнĕ çултан хăй тĕллĕн продукци туса илекенсен тăкакĕсене бюджетран саплаштарни те пулăшу кỹретех.

Кăçалхи 9 уйăхра çакнашкал майпа 525 ĕне, 41 единица техника туянма, 167 пуç ĕне тытса тăма май пулнă.

Вĕлле хурчĕ ĕрчетмешкĕн оборудованисем илейнĕ. Пурĕ 45,5 млн тенкĕ укçа уйăрнă.

Çĕнĕ технологисене малашне те алла илсе ĕç тухăçлăхне ỹстерессе шансах тăрас килет. Паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть.

Отрасль аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă ветерансене тав. Сирĕн ĕç опычĕ, канаш-сĕнĕвĕр пире малалла аталанма хавхалантараççĕ.

Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртес ĕçре регион ертỹçисен тỹпи пысăк. Вĕсене те пысăк тав сăмахĕкаласшăн.

Çанталăк çуллен пĕр тикĕс килмест. Вăл çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхĕпе пултарулăхне тĕрĕслет. Хирпе утса çỹрекен çĕр хуçи мар, ăна сухаласа çăкăр çитĕнтерекен хисепре.

Кашнийĕшнех тăрăшуллă ĕçшĕн, хастарлăхшăн, пуçарулăхшăн тепĕр хут тав тăвас килет.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн аграри сферинче тăрăшакансене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин çут çанталăк рессурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Алексей Шурчановпа Роман Алексеев саламларĕç, тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Çав шутра Патăрьел муниципалитет округĕ республикăри ял хуçалăхĕпе экономика ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухса чыса тивĕçни те кăмăллă пулчĕ.

Фойере выставкăсем ĕçлерĕç. Уява хутшăнакансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика