Тăван республикăна пĕлмеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:44 Просмотров: 161

Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче июнĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсен çуллахи çул çỹревĕ программа старт илчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн хăйĕн регионне пĕлмеллех, малта пыракан предприятисене, учрежденисене çитмелле, культурăпа, наукăпа интересленмелле.

Программа тĕллевĕ - çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелеме условисем туса парасси, вĕсене аталанма тата гражданинпа патриотăн чи лайăх енĕсене илме пулăшасси. Ачасем программăна анлăн явăçрĕç. Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн 6 класĕнче вĕренекенсем чылай объектра пулчĕç те ĕнтĕ. Чи малтанах вĕсем Шуршăла çул тытрĕç. Кунти Андриян Николаев музейĕпе паллашрĕç. Тĕлĕнмелли питех те нумай пулчĕ.

Унтан Шупашкарти чăваш наци музейне çул хыврĕç. Çĕнĕ Шупашкарти этнопарк та хăйне евĕр илĕртỹллĕ. Шупашкарти Трактор музейĕнче мĕнле кăна техника çук тата. Вĕсем çине ачасем ларса та пăхрĕç. Пăр керменĕнче пулса курчĕç.

Етĕрнери истори музейĕ пирки кирек кама та каласа тĕлĕнтермелĕх пур. Ачасем кунта шăпах 139-мĕш стрелоксен дивизийĕн вăрçă вăхăтĕнчи кино фрагменчĕсене ỹкернĕ çĕре лекрĕç.

Комсомольскинчи "Слава картофелю" çĕр ĕç фирми "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернипе те тĕлĕнмелĕх пур. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шĕлттемри "Мелилотус" кооператив тĕрлĕ йышши пыл, чей курăкĕ хатĕрлессипе ĕçлет. Шăмăршăри "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕилемлĕ. Кунта канма аван. Хырпа чăрăшлăхра сывлăш уçă. Çуллахи вăхăтра çырла, кăмпа ỹсет. Экологи сукмакĕ хăйĕн ытамне илет. Çитĕнекен ăру вĕсенче пĕрле вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пулма пултарать.

Ачасене валли "Манăн çул çỹрев кĕнеки" дневник туса хатĕрленĕ. Вăл ахаль çырса пымалли блокнот çеç мар, экскурсинче мĕн курнине, асра юлнине шăрçаламалли документ та.

Дневника тултарассине муниципалитет тата хула округĕсен ачасен обществăлла канашĕсен шкулти пулăшуçисемпе Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕсен тĕл пулăвĕнче сỹтсе явнăччĕ. Унта Чăваш Енри 8 пин ытла каччăпа хĕр хутшăннăччĕ. Программа вĕçĕнче мал ĕмĕтлисене Чăваш Республикин паллă çыннисен тĕл пулăвне чĕнĕç. Унта эпир те лекесшĕн-ха.

 ШУХĂШ

Азалия ВАЛИУЛЛИНА, 6 класра вĕренекен:

- Çул çỹрев программи старт илнĕренпе ăçта кăна çитсе курмарăмăр эпир. Пур çĕрте те çĕнĕлĕх, курса тĕлĕнмелли пурах. Зарина Вахитова, Самира Салихова, Данияр Хамитов, Язиля Хамитова тата эпĕ "Чи хастар 200 çул çỹревçĕ" йышне кĕтĕмĕр. Ĕмĕтре тата та курса çỹремелли объектсем пур. Шупашкарти чикĕ хуралĕн карапĕн музейне кĕрсе курни мĕне тăрать. "Чуваш Керем" этнографи комплексне хăçан кайса кураттăмăр-ха? "Экра" пĕрлешỹ электроэнергетика объекчĕсем, нефтьпе газ комплексĕсем ытти промышленность валли мĕн-мĕн кăларнине пĕлтĕмĕр. Çакнашкал çул çỹревсем пире малашлăхра професси суйласа илессинче те пулăшу кỹрессине шансах тăратпăр.

Фарида ВАЛИУЛЛИНА, класс ертỹçи

Яндекс.Метрика