Кăмакапа усă курсан - тимлĕхе ỹстерме ан ман!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:44 Просмотров: 248

Çулсеренех кил-çурта хутса ăшăтмалли кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушарсен йышĕ ỹсет. Чылай чухне инкек-синкек граждансем çак тапхăра яваплăха тĕпе хурса хатĕрленменрен е электрокăмакапа усă курнă чухне тимлĕ пулманран сиксе тухать. Çавăнпа та паянхи кун урамри сивĕ çанталăка кĕтсе илме хатĕр пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вут хутнă е электрокăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн мĕнле йĕркисене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла-ха?

Чăн малтанах хутса ăшăтмалли тапхăр пăтăрмахсăр ирттĕр тесен тĕтĕм тухакан мăрьесене, кăмакасене хăрăмран тасатмалла, çурăлнă вырăнсене тăмпа сĕрсе хупламалла, шуратмалла. Тĕтĕм чăрмавсăр тухтăр, лайăх турттăр. Мачча çинче мăрье пуçламăшне те мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса пурнăçламалла. Кăмака çăварĕ умне кăвар ỹксе хĕмленесрен тимĕр шăвăç çапса хумалла. Çунакан кăмакана тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Ку йĕркесем уйрăмах мунча хутнă чухне çирĕп пăхăнмаллисем.

Муниципалитет округĕнче пỹрте кăмакапа вут хутса пурăнакан пĕччен ватăсем те пур-ха. Вĕсем патĕнче эпир хутмалли сезон пуçланнă хыççăнах рейдпа тухса çỹретпĕр, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли йĕркесемпе паллаштаратпăр, вуласа пĕлме брошюркăсем паратпăр.

Тепĕр чухне çынсем, вăл шутра пĕччен пурăнакансем те пỹлĕме ытларах ăшăтас тĕллев- пе электрокăмакапа та усă кураççĕ. Ун пек чухне те пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та уçă электрокăмака çине тумтире типĕтме çакма е ăна хыпса илме пултаракан япала çывăхне лартма юрамасть. Электропечкăна шанчăклă, юсавлă розеткăна çеç чикмелле, унта-кунта тухнă е кайнă чухне ăна сỹнтерсе хăвармалла.

 Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç кил-çуртра хăвармалла мар. Шăрпăк е зажигалка таврашĕ те тĕплĕ вырăнта упранмалла.

Патăрьел муниципалитет округĕнче иртнĕ çул хутса ăшăтакан кăмака юсавсăр пулнăран виçĕ пушар пулнă.

Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 44 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-çулăм синкерлĕхĕпе çыхăннă 55 тĕслĕх пулнă.

Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ

Яндекс.Метрика