Ачасен те, педагогсен çитĕнĕвĕсем курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 20:44 Просмотров: 244

Муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче кашнийĕнче тенĕ пекех шкул театрĕсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче вĕсен ăсталăхне палăртас енĕпе муниципалитет шайĕнче конкурс та иртнĕччĕ. Унта Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул ачисем çĕнтернĕччĕ. Вĕсем "Асам" фестивале хутшăнса хăйсен пултарулăхне Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче кăтартрĕç.

Шкул театрĕсем хăйсен ăсталăхне аталантарсах пыраççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк артистсем республика конкурсĕн муниципалитет шайĕнче иртнĕ "Юмах çăлкуçĕ" фестивале хутшăнчĕç. Геннадий Волков калавĕпе хатĕрленĕ "Пуянлăх хакне ĕçлекен çеç пĕлет" инсценировкăпа "Çамрăксен чи лайăх коллективĕ" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕç пулчĕç.

Ачасемпе педагогсен регион шайĕнчи "Хавхалану" ăсталăх фестивалĕнчен вара "Çамрăк театралсем" ушкăн (ертỹçисем Наталия Путяковăпа Инга Селиванова) пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕç.

Çакăнтах Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи "Овация" театр студийĕ те (ертỹçи -Надежда Кошелева) "Геннадий Волков калавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка" номинацире пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Педагогсен çитĕнĕвĕсем пурри те савăнтарать. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Иванова "Чи лайăх автор произведенийĕ" номинацире пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн ертỹçи Алина Антонова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика