Тылри паттăрлăх манăçмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 21:45 Просмотров: 235

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 6 класс вĕренекенĕсем Ирина Матюшкина класс ертỹçи ертсе пынипе "Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ" темăпа çавра сĕтел хушшинче калаçу ирттерчĕç.

Ачасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хỹтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă çынсен паттăрлăхĕпе паллашрĕç. "Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ" видеофильм пăхрĕç. Асăннă мероприятире вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40 градус сивĕр е, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă.

 Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итлерĕç, видеофильма куç илми пăхрĕç. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç. Çак мероприяти вĕренекенсен чĕрисенче хĕрхенỹ туйăмĕ çуратрĕ. Çав вăхăтрах вĕсем тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланчĕç. Урок вĕçленнĕ май ачасем Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура-шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн, ун чухнехи лару-тăрăва яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетỹ турĕç.

 Вăрман касакансене те, окоп чавакансене те, вăкăрпа ака-суха тăвакансене те манма юрамасть. Вĕсене пула эпир кăвак тỹпе айĕнче савăк пурăнатпăр. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç ачасем çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăннă май.

Ирина ВЛАДИМИРОВА

Яндекс.Метрика