Ачашăн телей - ашшĕ-амăшĕн ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:09 Просмотров: 132

Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Каролина Анатольевна шкултан килнĕ хыççăн кăштах ларса канма шутларĕ. Пỹртре шăпăртах. Унчченрех кунта ир пуçласа мĕн çывăрма выртиччен шав тăнă. Арсентий Анатольевичпа виçĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Тата вуннăшне вара хăйсен хỹттине илнĕ. Пĕринсĕр пуçне пурте пурнăç çулĕ çине тăнă.

Иртеççĕ çулсем, иртеççĕ вăхăтсем. Каялла çаврăнса пăхсан ырă йĕр хăвараççĕ вĕсем. Çемьере малтанах икĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹснĕ. Кĕçĕнни вара урама выляма тухма ача сахаллишĕн пăшăрханнă. Ашшĕпе амăшне хистесех усрава илме сĕннĕ. Кайнă вара пурнăç: пĕрре, виççĕ, саккăр... Ачасем тĕрлĕ çемьерен, йывăр шăпаллăскерсем.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Каролина Анатольевна йывăрлăхран хăрама хăнăхман. Воспитани ĕçĕнче тĕрлĕ мелпе усă курма тивнĕ ăна. Мăшăрĕпе пурне те ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Паян çакăншăн ачисем тав тăваççĕ çеç.

Ĕçре те, вĕренỹре те, обществăлла пурнăçра та пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса ỹснĕ вĕсем. Çакна муниципалитет, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнни те палăртать. 2017 çулта Уткинсем Пĕтĕм Раççейри "Çулталăк çемйи" конкурсра "Йышлă ачаллă çемье" номинацире палăрнă.

Кирек хăш ачипе те савăнма пулать. "Çемьери тăхăр каччă салтак аттине тăхăнчĕ. Пĕри мобилизаципе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Кĕске вăхăтлăх канăва та килсе кайрĕ. Тымарĕсем Етĕрнерен унăн. Унта та çитсе килчĕ. Пирĕн çуртра ỹснĕ пулин те тăванĕсемпе çыхăну тытнишĕн хĕпĕртетпĕр çеç", - тет Каролина Анатольевна.

Çемье йышĕ чакнă пулин те çĕр лаптăкĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те çавах юлнă. Хур-кăвакал та, ĕнесем те, вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ. Кашнийĕшне кучченеç пама та кирлĕ. Ĕçсĕр кичемленсе лармаççĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине саланнă пулин те ачисем пурте çыхăну тытаççĕ. Çемйисемпе уявсене килеççĕ. Çурт тулать вара. Анне кунĕнче те Каролина Анатольевна тĕпренчĕкĕсене кĕтсе илме хатĕрленет.

Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика