Ĕç опычĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:11 Просмотров: 202

Муниципалитет округĕнчи шкулсенчи педагогика коллективĕсем пĕр- пĕрин ĕç опытне вĕренессине мала хураççĕ. Çакă ĕç тухăçлăхне те ỹстерме пулăшать.

Ку хутĕнче Туçари вăтам шкулта вăй хуракансем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта пулчĕç. Маларахри çулсенче кунта ачасем икĕ сменăпа вĕренетчĕç. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн вара хушма çурт çĕклесе шкула анлăлатнă. 6 класс, хушма пĕлỹ илмелли кабинетсем ĕçе янă. Ку чухнехи спорт площадки те çитĕнекен ăрăва тивĕçтерет. Акт залĕмассăллă мероприятисем ирттерме хăтлă. Вĕрентỹ процесне илсе пымалли майсем çителĕклех. Шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комиссин итогĕ-пе те вĕренỹ кабинечĕсем кăтартуллисен йышне кĕреççĕ.

Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ те пурах. Çитĕнекен ăру муниципалитет, регион, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче палăрать. Уйрăмах тутар чĕлхипе тата литературипе кăтартусем савăнтараççĕ.

Эльвина Абитова, Динара Феткуллова республикăри пултаруллă ачасен йышне кĕрсе Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Коллектив "Çĕнĕ çынсем - ĕмĕрлĕх пуянлăх" проектпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕллĕх грантне тивĕçнĕ. Проекта ачасен 50-60 проценчĕ явăçать. Вăл вĕрентỹпе класс тулашĕнчи ĕçсене анлăлатма май парать.

"Ачасене хăйсемшĕн, ытти çынсемшĕн, тăван çĕршывшăн явап тытма пултаракан шайра воспитани парса ỹстермелле",- тенĕччĕ Раççей Федерацийĕн çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов. Çакна тĕпе хураççĕ кунта.

 "Ăсталăха, пуçарулăха малашне те ỹстермелле. Хавхалану ан чактăр. Ĕç кăтартăвĕ лайăхлантăр. Çавăн чунхе шкул ачасемшĕн чăнах та иккĕмĕш кил вырăнĕнче пулĕ. Вĕренекен чăн-чăн патриот пулса çитĕнĕ"- тет шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова.

Шкулта музейĕн çĕнĕ кĕтесне уçнă. Шкул театрĕвăй илсе пырать. Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă "Асам" конкурсра çитĕнекен ăру муниципалитет шайĕнчинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлесе Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Шкул музейĕпе театр ĕçлени те ачасен пултарулăхне малалла аталантарма май парать, халăх культурипе йăли-йĕркине тытса пыма пулăшать.

Хăнасем шкулпа паллашнă. Истори учителĕ Ф. Хафизова музея экскурсие илсе кĕнĕ. Ентешĕсен фронтри тата тылри паттăрлăхĕ çинчен итлеме кăмăллă пулнă. Кашни экспонатпа паллашнă вĕсем. Туçари вăтам шкулти музей ертỹçи Петр Мулюков краеведенипе паха материалсем парнеленĕ.

Икĕ коллектив тĕл пулăвĕ ăнăçлă иртнĕ. Унтан кашни педагог хăйне кирлине илме пултарнă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика