Арлă-арăмлă пурăнма пиллени (венчет)

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:19 Просмотров: 99

Арлă-арăмлă пурăнма чиркỹ варринче, аналой умĕнче, пиллеççĕ. Аналой çине хĕреспе Евангели хураççĕ. Хĕрпе качча пиллесе:"Вĕсем ырă ача-пăча çуратса ỹстермелле пулччăр", - тесе вĕсем валли Турăран тивлет ыйтаççĕ. Çав хăватлă ĕçе тăвас умĕн малтан çураçу йĕрки пулать: пĕрле пурăнма мăшăрланакан çынсем çăлăнччăр тесе пачăшкă кĕлĕ вулать, унтан вĕсене иккĕшне те çĕрĕ тăхăнтартать. Çĕрĕ тăхăнтартни вĕсем ĕмĕрех пĕр-пĕрне юратса, улталамасăр, тỹрĕ кăмăлпа пурăнмаллине пĕлтерет. Пилленĕ чухне мăшăрланакансен пуçĕсем çине çĕлĕк тăхăнтартаççĕ. Пачăшкă виçĕ хутчен пиллесе: "Турă вĕсене мухтавлă, чаплă мăшăрлантартăр", - тесе кĕлĕ тăвать. Чаплă çĕлĕк тăхăнтартни каччăпа хĕр мăшăрланиччен таса, ырă ятлă, аскăн шухăшсăр пурăннине пĕлтерет. Апостолпа Евангели вуласан вĕсене иккĕшне те пĕр куркаран виçĕ хутчен кагор сыптараççĕ. Иккĕшне пĕр куркаран сыптарни вĕсен, пĕрлешнĕскерсен, хăйсен ĕмĕрĕнче савăнăçне те, хуйхине те пĕрле тỹссе ирттермеллине пĕлтерет. Унтан вĕсене виçĕ хутчен аналой тавра çавăраççĕ. Çапла туни Туррăн ĕмĕр пĕтми ырлăхне илнине пĕлтерет.

Яндекс.Метрика