Куçлăхсăрах вулать, чăлха çыхать

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:20 Просмотров: 102

 92 çулта пыракан Мария Мулгачева куçлăхсăрах кĕнеке, номертен номере тухакан хаçат-журнала вулать. Ялти вулавăша хăй килсе çỹреймест пулин те чăваш çыравçисен унти кĕнекисене вуласа тухнă. Хĕрĕпе кĕрỹшĕ тивĕçтереççĕ ăна ку ыйтупа.

Мария Петровна Упамса ялĕнче 1931 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере виççĕн ỹс- нĕ вĕсем: пĕр ывăл та икĕ хĕр. Йăмăкĕ те 86 çулта ĕнтĕ, чиперех çỹрет. Маня аппа вара хальхи вăхăтра Тăрăн ялĕнче Валя хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл пулман унăн. Вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе пĕрле Улатăр тăрăхĕнче вăрман каснă çĕрте вăй хунă.

- Сивĕ, йĕпе çанталăкра çие улăштарма тум та çукчĕ. Чăваш кĕпи аркисем шак хытса ларатчĕç. Черетпе кăвайт умĕнче ирĕлтерсе типĕтеттĕмĕр,- аса илет вăрçă ачи. Килте те нимех те пулман. Пурнăçа сыпăнтарас тĕллевпе куккăшĕпе Упамсаран Упи ялне çитичченех вăкăр кỹлсе вутă сутма çỹренине халĕ те астăвать-ха. Кукамăшĕ лаша фермин ертỹçи пулнă май Маня тăтăшах унта çỹренĕ, чĕлхесĕр янаварсене питĕ юратнă.

Вăрçă хыççăн чипер хĕре ял каччи Николай Мулгачев куçран вĕçертмен. 1954 çулта пĕрлешсе вĕсем çемье çавăрнă. Йыш хушăнсах пынă, сакăр ача çуратса çитĕнтернĕ.

 Маня аппа ĕçчен те вăр-вар пулни халĕ те палăрать. Пĕрре те ахаль ларасшăн мар вăл. Тем тĕрлĕ кавир, тенкел çивиттисем, сак сармисем çыхать. Иртнĕ çул ыр кăмăллăхпа Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли 25 мăшăр çăм чăлха, 10 мăшăр алса çыхса панă. Вĕсем салтаксем патне çитнĕ ĕнтĕ. Кашни мăшăрне çыхса пĕтермессерен çĕршыв хỹтĕлевçисене частарах çĕнтерỹпе таврăнма пехиллет. Хăйĕн те сывлăхĕ пултăрах ĕнтĕ.

Нина МАЗЯКОВА

Яндекс.Метрика