Ĕне те хĕле хатĕрленет

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:20 Просмотров: 125

Сивĕтсе пынă май выльăхсене епле ăшă вырăн туса парасси, тутă усрасси çинчен шухăшламалла. Çавăнпах ноябрь уйăхĕ тĕлне выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма хатĕрленсе çитмелле. Витери шăтăк-çурăка хупламалла, чỹречесене икĕ хут кантăк лартмалла.

Ĕнесене пăруламаллине кура сума пăрахтарма пуçлаççĕ. Çак тапхăрта вĕсене ытлашши тăрантармалла мар. Пăру сывă пуласси пĕтĕ ĕнене юлашки уйăхсенче мĕнле пăхнинчен нумай килет. Кунне виçĕ хут апат памалла, çавăн чухлех шăвармалла. Ăшă шыв ĕçтермелле. Сивĕ шыв ĕçсен пăру вилме пултарать.

400-500 килограмм таякан пĕтĕ ĕнене куллен 9-11 килограмм лайăх утă, 10-13 килограмм сĕтеклĕ апат (турнепс, çĕр улми, выльăх кăшманĕ тураса), 1,5 килограмм концентрат памалла. Рациона тăвар, пурă кĕртме юрать. Апата минераллă çак япаласене хушни ĕне сывлăхĕшĕн те, пăрушăн та усăллă.

Яндекс.Метрика