Чăваш тĕрри - халăхăн мăнаçлăх палли

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:20 Просмотров: 176

РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн тăватă çул каялла ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă Чăваш тĕррин кунĕн сумĕ ỹссех пырать. Ăна ача садĕнчен пуçласа аслă çулхи таранчченех чыслăн паллă тăваççĕ, çак куна халалласа тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Уявăн тĕп тĕллевĕ - хамăр халăхăмăрăн культура еткерлĕхне, йăли-йĕркине çитĕнекен ăру валли упраса хăварасси. Кăçал Чăваш Республикин культура министерстви сĕннипе уява ноябрĕн 24-мĕшĕнчех паллă тума пикенеççĕ. Çавăнпа та паян чăваш чунлĕ патшалăх тата муниципаллă служащийĕсем, тĕрлĕрен организаци, предприяти, учреждени работникĕсем, студентсемпе шкул ачисем, çав шутра шăпăрлансем те тăван халăхăн мăнаçлăхĕ шутланакан капăрлăхпа е тĕрри-эрешĕллĕ тумпа ĕçе е вĕренме кайнă. Капăр тумпа сăн ỹкерĕнсе ăна сайта е социаллă сете лартни вара куракансемшĕн те кăмăллă пулĕ, чăваш тĕррин капăрлăхне ыттисене хаклама май парĕ. Эсир çапла тума манмарăр-и?

Яндекс.Метрика