Кивĕ Катексем салтаксем валли купăста йỹçĕтеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:48 Просмотров: 137

 КИВĔ КАТЕКРИ хастар хĕрарăмсем пĕлтĕр хĕлле Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксем валли çуртасем чылай хатĕрлесе ăсатрĕç. Хальхи вăхăтра вара вĕсем витаминлă апат - купăста - йỹçĕтме пикеннĕ. Хĕрарăмсен пуçарăвне Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ хапăлласах йышăннă, ăна пĕр тонна тỹлевсĕрех çитерсе панă. Çак ĕçе йĕркелеме Юрий Майринпа Александр Портнов та хăйсен тỹпине хывнă. Пĕри пахча çимĕçе йỹçĕтмелли савăтсемпе тивĕçтернĕ, тепри купăста йỹçĕтме кирлĕ хатĕрсене туянма пулăшнă.

Яндекс.Метрика