Хĕллехи çул шуçлак, нимĕн те мар сиксе тухать пăтăрмах

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:49 Просмотров: 178

РАШТАВ уйăхĕччен шутлă кунсем çеç юлчĕç пулин те Хĕл Мучи хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнларĕ, лапка-лапка çăвакан юр та парнелерĕ. Çакă автомашина ураписене хĕллехипе улăштарманнисем валли юлашки асăрхаттару! Çанталăк сивĕтсе пынă май аслă çулсем те пăрланчĕç. Çавăнпа та водительсен çеç мар, çула пăхса тăракан яваплă организацисен те хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерме тăрăшмалла, вĕсене вăхăтра юртан тасатса, хăйăр хутăшĕпе сапса тăмалла.

Яндекс.Метрика