Чечек - уншăн чун илемĕ, вăй-хăват çăлкуçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.11.2023, 08:51 Просмотров: 227

 Шăхачра пурăнакан Зинаида Алексеевна Беляева (сăн ỹкерчĕкре) ĕç ветеранĕ саккăрмĕш теçеткене вакланă пулин те вăр-вар та вашават çỹрет-ха. Пилĕк ача амăшĕ кил-тĕрешне те тирпейлĕ тытать, ялта йĕркелекен обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.

Зинаида Алексеевна пурнăçри йывăрлăхсене, хуйхă-суйха яланах ĕçпе пусарать. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ачисене ура çине тăратса аслă çул çине кăларма пулăшнипе пĕрлех хăйне вăй-хăват хушакан хушма ĕçпе - чечексем ĕрчетессипе - киленме пикеннĕ. Паян унăн пỹртĕнче те тĕрлĕрен çеçке хĕм сапса ларать. "Мокрая Ванька" текенни çеç темиçе тĕрлĕ! Вĕсене вăл туратран çĕнетсех, пуянлатсах тăрать. Ыйтакансене те парнелет.

- Çеçкесемпе çынпа калаçнă пекех хутшăнатăп. Вĕсем маншăн кашниех хаклă, пурте вăй-хăват параççĕ. Кăçал çулла шыв сахал пулчĕ пулин те вĕсене типме памарăм, кирлĕ пек ỹсме, илемĕпе килентерме пулăшрăм. Чи пĕлтерĕшли маншăн çакă пулчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ чечек çитĕнтерекенсен конкурсне хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм,- терĕ Зинаида Беляева хăйĕн савăнăçне пайласа.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика