Михал Петрова асăнса - ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:20 Просмотров: 114

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи  вăтам шкулта Патăрьел районĕн пуçлăхĕ тата «Малалла», «Первомайск»  хуçалăхсен ертÿçи пулнă Михаил Петрова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ. Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕ пуçарнипе тата округ администрацийĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ ăмăртăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ.

Пĕрремĕш хут иртекен  асăну мероприятине сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Сорокин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов, Патăрьел округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Иван Семенов, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Миронов, Патăрьел округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Александр Ивановпа Владимир Федоров, Михаил Владимировичăн ывăлĕ тата тăванĕсемпе юлташĕсем хутшăнчĕç, кĕрешÿçĕсене ăнăçусем сунчĕç.

«Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулленех сумлă ентешĕмĕрсен ячĕпе 50 яхăн ăмăрту иртет. Шăпах Михаил Владимирович вĕсенчен пĕри. Вăл кунти тавралăхпа халăха чунтан кăмăлланă, кунти çĕре юратнă. Хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех район  çыннисене халалланă. Паянхи турнир округ историйĕнче ырă йĕр  хăварнă ентешĕмĕре хисеплесе асăнмалли самант» - терĕ Рудольф Васильевич ăмăртăва хутшёнакансене саламланё май.

Турнирта 60 ытла кĕрешÿçĕ кавир çинче хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕ. Кашни виçери çĕнтерÿçĕсемпе призерсем кубоксемпе медальсене тата дипломсене тивĕçрĕç.

Александр  Иванов

Яндекс.Метрика