Эрнене пĕтĕмлетнĕ, тĕп ыйтусене çивĕчлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:21 Просмотров: 113

Патăрьел муниципалитетĕнчи çĕнĕ ĕç эрни йăлана кĕнĕ канашлуран пуçланнă. Малтанах структура подразделенийĕсен ертỹçисем кашни сферăрах пурнăçланă ĕçсемпе, малашлăх плансемпе паллаштарнă. Канашлурах хальхи вăхăтри тĕп ыйтусене - юсавпа строительсво ĕçĕсем, çулсене тасатасси, урамсене çутăпа тивĕçтересси, пахалăхлă медицина тивĕçтерĕвĕ, çỹп-çап контейнерĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси тата вĕсене вăхăтра илсе тухасси - çивĕчлетнĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кашни ыйтупа тĕплĕн, пайăрлă ĕçлемеллине каланă.

Яндекс.Метрика