Кĕр вырăнне йышăнать хĕл, чир-чĕртен хỹтĕленме пĕл

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:29 Просмотров: 84

КĔРКУННЕ кайма хатĕрленет. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен Хĕл Мучи таврара хуçаланма пуçлĕ. Çулсеренех сивĕ çанталăка хăнăхиччен çынсем чирлеме те пултараççĕ. Уйрăмах респираторлă вирус инфекцийĕпе, гриппа аптăракан йышланать. Коронавируспа чирлекенсем те тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ эрнесенче çеç республикăра 500 яхăн çынна çакнашкал диагноз лартнă, 52-шне больницăнах сипленме хунă.

 Усал амак утпа çỹрет. Чирĕн чикки те, чаракĕ те çук. Çавăнпа та хамăр сывлăха хамăрăнах упрамалла, организма хỹтĕлесе прививка тутармалла. Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна пирĕн тăрăхра та коронавирус чирĕнчен сипленекенсем пулсах тăраççĕ.

Яндекс.Метрика