Пулăçă, кỹлĕре вак касма ан васка!

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:29 Просмотров: 84

ПУЛĂÇĂПА сунарçă, çав вăхăтрах кăмпаçă та кашниех хăйсен чун киленĕçне парăннă çынсем. Сунарçăсен пăшалне хăçан авăрламалли ятарлă вăхăт пур. Вĕсем хăйсен сезон пуçламăшне, вĕçне пĕлсе, ăна сăнаса, кĕтсех тăраççĕ темелле. Анчах пулăçăсемшĕн пăр шăнма пуçласан ятарлă хушупа пулă тытма ирĕк паракан кун çук. Вĕсен сезон пуçламăшне хăйсен чухлама, сăнама, кỹлĕри пăр хулăнăшне шута илсе çеç вак касма тивет. Унсăрăн чун киленĕçĕ инкекпе те çаврăнса тухма пултарать. Теветкеллĕхе сирес тесен пăр сийĕ 7-10 сантиметр хулăнăш шăнсан çеç вăлта валли шăтарма юрать.

Яндекс.Метрика