Хапăл туса йышăнтăмăр

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:30 Просмотров: 80

Анатолий САМАКИН, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин председателĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак шухăша ырласа та хапăл туса йышăнтăмăр.

Йышăну вăхăтлă, вырăнлă тесе шутлатăп. Çемье яланах патшалăх никĕсĕ шутланнă. Хальхи вăхăтра уйрăмах унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çемьене, çемьери ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварасси, нумай ачаллă, сусăр ачаллă çемьесене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси ку таранччен те пысăк тимлĕхре пулнă-ха. 2024 çулхи Çемье çулталăкĕнче социаллă тимлĕх тата ытларах пулĕ тесе шанатпăр.

 Сăмах май каласан, пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче те çулсеренех нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене социаллă хỹтлĕх парас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртсе пулăшу параççĕ. Ку тĕлĕшпе Общество палатин ларăвĕсенче те çемье, ăна упрас, сыхласа хăварас, пулăшас тата ытти ыйтусене те сỹтсе яватпăр.

Яндекс.Метрика