Тутар Тимешне те - такăр çул

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 16:31 Просмотров: 68

Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ял территорийĕсем çĕнелсе, аталанса, халăх пурнăçĕ хăтлăланса пыни куç кĕретех. Вăл шутра вырăнсенче çул-йĕр ыйтăвĕпе те начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Туçа территори пайне кĕрекен Тутар Тимеш ялĕнче 1,7 çухрăм асфальтлă автоçула юсаса тирпейленĕ. Ял çыннисем маларах çак ыйтăва сахал мар хускатнă. Халĕ вара вĕсен пăшăрханăвне пурнăçа кĕртнĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртенипе пĕрлех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова, Николай Алексеев ертсе пынипе тăрăшнă "СК Эльбрус" подряд организацине, çак ĕçе пысăк тỹпе хывнă Камиль Салихов фермер хуçалăхне кĕске вăхăтра пахалахлă çул туса панăшăн тав тăваççĕ çеç.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика