Ял пуласлăхĕ – çамрăксенче

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2023, 17:20 Просмотров: 93

 "Эпĕ - агрона" республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вăтам шкулсенчен алла аттестат илсе тухакансемпе (пурĕ 130ăн вĕсем) культурăпа кану центрĕнче тĕл пулу йĕркелерĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова, Чăваш патшалăх агроуниверситет ректорĕ Андрей Макушев, "Исток" ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Александр Илюткин, "Батыревский" пĕрлешỹ предприятийĕн директорĕ Петр Ялуков, Шăнкăртамри "Эко-продукт" кооператив ертỹçи Илмир Халитов хутшăнчĕç.

Рудольф Васильевич çитĕнекен ăру муниципалитет округĕн, республикăн, çĕршывăн малашлăхĕ пулнине палăртрĕ. Вырăнта ял хуçалăхĕнче аталанса пыракан кооперативсемпе фермерсен, предпринимательсен тăрăшуллă ĕçне тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ универсаллă кадрсем паян ялсене килекен çĕнĕ техникăпа ĕçлесе 4-5 çынна улăштарма май пулнине, темиçе çул каяллахипе танлаштарсан пысăк тỹлев илме пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Инна Вячеславовна та Патăрьел муниципалитет округĕ çамрăксене вĕренме кайма хавхалантарса пынăран тата дипломлă специалистсене ялта ĕçе вырнаçма пулăшнăран çулран-çул вĕсен тăрăшулăхне пула экономика кăтартăвĕсемпе республика шайĕнче малта пулнине палăртрĕ.

- Ĕçе механизациленĕрен, çĕнĕрен çĕнĕ техника туяннăран (патшалăх 45 процентне каялла тавăрса парать) усă курман çĕрсене пусăçаврăнăшне сахал мар кĕртрĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем тăватпăр. Çакă ĕçлекенсен ĕç укçине те ỹстерме май парать. Уйăхсерен 60-80 пин тенкĕпе танлашакан тỹлев илеççĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, çул вĕçĕнче чылай пысăкрах,- терĕ Александр Илюткин.

Петр Ялуков агроуниверситета тĕллевлĕ вĕренме каяс кăмăллисене ятарлă стипенди парса пулăшассине палăртрĕ. Тăрăшуллă ĕçченсен хастарлăхне пула иртнĕ çул хуçалăха 82 миллион тенкĕ тупăш кĕнине каларĕ. Апла кунта та ĕç тỹлевĕ илĕртетех ĕнтĕ.

Илмир Халитов кооператив ура çинче çирĕп тăнăран экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларасси ăнăçлă пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Çỹлерех сăмах илнисем пурте аграри университетĕнче пĕлỹ пухнă-мĕн. Вĕренỹ заведенийĕ кадрсен лаççи пулнине çирĕплетрĕç. Çакăн пирки агроуниверситет ректорĕ Андрей Макушев та чарăнса тăчĕ.

Кăçалхи тĕл пулу урăхларах иртрĕ. Аслă юлташĕсем пушă алăпа килмен иккен. Мероприятие ертсе пыракан тĕрлĕ ыйту хатĕрленĕ. Вĕсене вĕренекенсем хуравларĕç. Чăн-чăнах ял хуçалăхне килĕштерекенсем, предприятисен ĕç-хĕлне тишкерсе пыракансем парнеллĕ пулчĕç. Анчах пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсен, аслă шкул алăкĕсене уçма кăмăл пуррисен тата çур çул парта хушшинче тăрăшса вĕренмелле-ха, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытмалла. Çакă вĕсене бюджет мелĕпе малалла пĕлỹ пухма, тивĕçлĕ стипенди илме те май парĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика