Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Сител кÿллинче Каншелĕнче çуралса ÿссе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Владимир Иванов пулăç-сунарçăна асăнса кăçалхипе тăваттăмĕш хут пулă тытакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Пите чĕпĕтекен сивве пăхмасăрах халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вак касса вăлта тытса ларакансем 20-е яхăн пулчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çеç мар, кÿршĕ округсенчен те хыпара хапăл тунă.
Ивановсен çемйи пуçарăвĕпе йĕркеленĕ асăну турнирне килнисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Сорокин, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Александр Иванов, Сергей Моисеев тата ытти хăнасем ăнăçу сунса саламланă хыççăн пулăçсем вакă касма пикенчĕç. «Вак касакан» номинацире Пÿртлĕри Юрий Сидорова çитекенни пулмарĕ. Ăмăрту йĕркел\çисем кашни пулăçах укçан хавхалантарма йышăнчĕç. Çавăн пекех «Чи çамрăк пулăçă» , «Чи аслă пулăçă» , «Хĕрарăм-пулăçă» номинацисемпе те чысларĕç.
Кайран пурте пĕрле пулă шÿрпипе сăйланнă май çитес çул та турнира пухăнма калаçса татăлчĕç.
Александр Ильин
Май 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 |
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |