Юратупа ыр кăмăллăх уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:28 Просмотров: 402

 Муниципалитет округĕнче "Раштав çăлтăрĕ-2024" православи фестивалĕ иртнĕ. Ăна сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор, "Планета" кондитерскин генеральнăй директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ Луиза Дроздова, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей хутшăннă.

Хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене Раштав уявĕпе саламласа çитĕнекен ăрăва фестиваль хамăр халăхăн культура эткерлĕхĕ патне пысăк тимлĕх уйăрма хăнăхтарнине, кăмăл-сипет пуянлăхне çирĕплетме, ырăпа усала, юратупа ыр кăмăллăха туйма пулăшнине каланă. Çавăн пекех Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятельне Александр Синяков иерея Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ пулма çирĕплетнĕ ятпа саламланă.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене парнесем панă.

Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, "Раштав çăлтăрĕ-2024" православи фестивальне йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕн директорне Ирина Поляковăна, Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕн физкультура инструкторне Людмила Портновăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорне Людмила Лялинăна, пĕрремĕш вăтам шкулти музыка учительне Инга Селивановăна Улатăр епархийĕн Хисеп хутне панă.

Фестивале шкул çулне çитмен, вĕрентỹ, хушма пĕлỹ паракан учрежденисене çỹрекен ачасен 11 ăсталăх ушкăнĕ хутшăннă. 200 ытла ача явăçнă, чи хастаррисем Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

 "Планета" кондитерскин генеральнăй директорĕ Луиза Дроздова пурне те Раштав уявĕпе саламласа сывлăх, ăнăçу, телей суннă, фестивале хутшăннисене пылак çимĕçсемпе сăйланă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика