Хĕл Мучисен кучченеçĕ нумайлăха асра юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:29 Просмотров: 334

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем кăмăллă, савăнăçлă иртнĕ. Чылай ялта Хĕл Мучисемпе Юрпикесем нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенчи шăпăрлансене парнесемпе, тутлă çимĕçпе те хавхалантарнă. Алманчă территори пайне вара ача-пăчана савăнăç кỹме харăсах икĕ Хĕл Мучи те килсе çитнĕ-мĕн! Вĕсем хăйсем çеç мар, территори пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Киргизовпа тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Александр Петровпа пĕрле ялти нумай ачаллă кашни çемьене çитсе Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă, шăпăрлансене вара шур сухаллă Хĕл Мучисем кашнинех кучченеçпе савăнтарнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика