"Çулталăк çынни-2023" кам пулĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 12.01.2024, 18:30 Просмотров: 342

Патăрьел муниципалитет округĕнче ырă пуçарăва малалла тăсса ирттерекен тĕрлĕ конкурс, ăмăрту, турнир сахал мар. "Авангард" хаçат редакцийĕ çулталăк çыннине палăртас тĕлĕшпе йĕркелесе пыракан конкурс вĕсенчен пĕри. Çывăх вăхăтра кăçал та иртнĕ çулта экономикăн тĕрлĕ сферинче çитĕнỹ тунă уйрăм хастарсен ĕçне хак парса вулаканăмăрпа пĕрле "Çулталăк çынни - 2023" конкурса пĕтĕмлетĕпĕр.

Халĕ хаçат тусĕсен шухăшне шута илсе конкурса хутшăнма тивĕçлисен ячĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсем çаксем: Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи спорт шкулĕн тренар-преподавателĕ Светлана Рубцова, "Чемен" халăх фольклор коллективĕн ертỹçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Гаврилов, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Владимир Кустов хастар, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учительници, "Çулталăк учителĕ-2023" конкурс çĕнтерỹçи Зиля Забирова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти учительница, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентỹ работникĕ Зекия Мтиева, Алманчăри Николай Лукианов хастар, "Право хуралĕн органĕн чи лайăх çамрăк работникĕ" Эльфис Азмуханов, "Чăваш Енри халăх фермерĕ" ассоциацин председателĕ, Чăваш Енре чипсы кăларакан ĕçе пĕрремĕш йĕркелесе яракан Леонид Кузнецов.

Конкурса хутшăнакансем пирки хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-4-46, 6-25-28 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Ăна ытти çулсенчи пекех февралĕн 8-мĕшĕччен пĕтĕмлетĕпĕр.

 ("Авангард" хаçат редакцийĕ)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика