Купеле сăвапланă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 17:50 Просмотров: 372

 Первомайскинчен Сителле каякан çул çывăхĕнчи "Çут çăл" çăлкуç патĕнче Турă амăшĕн "Сиплевçĕ" иконĕ ячĕллĕ купеле сăвапланă.

Мероприятие Первомайски территори пайĕн начальникĕ Анатолий Сорокин, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Владимир Федоровпа Александр Иванов, старостăсемпе хастарсем хутшăннă.

 Сăваплакан молебена Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Турă амăшĕн Державная икона ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей,

 Сергей Пегасов протоиерей, Николай Марков протоиерей, Александр иеромонах тунă. Купеле территори пайĕнче пурăнакансен укçи-тенкипе хăпартнă. Çавăн пекех çак кунсенче Красномайскинчи купеле те сăвапланă. Ăна та халăх вăйĕпе çĕкленĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика