2024 çулхи уяв кану кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 18:00 Просмотров: 370

РФ ĕç кодексĕн 112-мĕш статйипе килĕшỹллĕн çĕршывра 2024 çул валли çак уяв кану кунĕсене çирĕплетнĕ:

 февралĕн 23-мĕшĕ - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ;

мартăн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ;

майăн 1-мĕшĕ - Çуркуннепе Ĕç уявĕ; майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерỹ кунĕ;

июнĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ;

ноябрĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ.

РФ Правительствин "2024 çулта кану кунĕсене куçарасси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çак кунсене куçараççĕ:

январĕн 6-мĕшĕнчи шăматкуна - майăн 10-мĕшĕнчи эрнекуна;

январĕн 7-мĕшĕнчи вырсарникуна - декабрĕн 31-мĕшĕнчи ытларикуна;

 апрелĕн 27-мĕшĕнчи шăматкуна - апрелĕн 29-мĕшĕнчи тунтикуна; ноябрĕн 2-мĕшĕнчи шăматкуна - апрелĕн 30-мĕшĕнчи ытларикуна;

декабрĕн 28-мĕшĕнчи шăматкуна - декабрĕн 30-мĕшĕнчи тунтикуна.

Раççей çыннисене вăрăм кану кунĕсем февральте (февралĕн 23-25-мĕшĕсем) тата мартра (мартăн 8-10-мĕшĕсем) кĕтеççĕ. 2024 çулхи апрель-май уйăхĕсенче кану кунĕсем апрелĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса майăн 1-мĕшĕччен (Çуркуннепе Ĕç уявне уявлатпăр) тата майăн 9-12-мĕшĕсенче (Çĕнтерỹ кунне паллă тăватпăр) пулаççĕ.

2024 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчи шăматкун ĕç кунĕ пулса тăрать.

Раççей кунĕ 2024 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче эрнекуна лекет, ноябрьте вара Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тунă май икĕ кун канмалла пулать - 2024 çулхи ноябрĕн 3 тата 4-мĕшĕсенче.

2024 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи шăматкун ĕç кунĕ пулса тăрать.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика