Стипендиатсем паллă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 18:01 Просмотров: 365

Республикăри пултаруллă, вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре, тĕпчев ĕçĕсенче тата ытти çĕрте пысăк кăтартусем тунă 1000 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Йышра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи яшсемпе хĕрсем те пур.

Лидия Александрова, Николай Иванов, Александр Ларев - Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем, Сергей Быков - РФ ШĔМĕн муниципалитсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полицейски водителĕ, Мериям Валитова - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен, Аделя Вахитова - Патăрьелĕнчи хушма пĕлỹ паракан ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕ, Людмила Ершова - Турханти вăтам шкулта вĕренекен, Лилия Тазетдинова, Арсентий Иванов - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, Ангелина Макарова - Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен, Гелия Начаева - Тутар Сăкăт вăтам шкулĕн директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Марта Огурцова - Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн студенчĕ, Наталья Сагунева - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн аслă вожатăйĕ, Азалия Салихова - Патăрьелĕнчи хушма пĕлỹ паракан "Паттăр" спорт шкулĕн вĕренекенĕ, Роман Смирнов - Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен, Диана Иванкина, Ландыш Каштанова - Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем çулталăк тăршшĕпех кашни уйăхра 2500 тенкĕ укçа илсе тăрĕç.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика