Пĕрлешỹ ĕçĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 18:08 Просмотров: 292

"Сэлэт-Батыр" çамрăксен обществăлла центрта Уçă алăксен кунĕиртнĕ.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкул ачисене "Сэлэт" пĕрлешỹпе, кунта канăва, сывлăха çирĕплетме май паракан условисемпе паллаштарас, çавăн пекех çитĕнекен ăрăвăн, мал ĕмĕтлĕ çамрăксен вĕрентĕвне йĕркелес, ăсталăхне аталантарас енĕпе пурнăçланакан ĕçсене кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Программăра сообществăн вĕрентỹ сессийĕсен интерактивлă формачĕсем, ăсталăх лабораторийĕсем тата мастер-классем, илĕртỹллĕ культура мероприятийĕсем пулнă.

Уçă алăксен кунне хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Резеда Хуснетдинова, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ, районти больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков саламланă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика