Пирен ентешсем 

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:19 Просмотров: 256

100 çул каялла Шăхачра писатель, журналист,  СССР Писательсен союзĕн членĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Иван Захарович Антонов (18.01.1919-01.11.1960) çуралнă.

И. Антонов рабфак пĕтернĕ хыççăн Улатăр районĕн «Ленинский путь» хаçатĕнче ĕçлеме пикеннĕ. 1938 çултан Мордва Республикинчи Ардатов хулинчи район хаçатĕнче вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Улатăр хулинче йĕркеленнĕ 141 стрелковăй дивизин «Родина зовет» хаçатăн яваплă секретарĕ пулнă. Вăрçă хыççăн  «Красная Мордовия»  хаçатра корреспондент пулса ĕçленĕ. Ентешĕмĕр СССР  Писательсен союзĕн Мордва уйрăмĕн секретарĕ, «Дружба народов» журналăн редакци канашĕн членĕ те пулнă.

Тĕп изданисем: «В семье единой», «Разлив на Алатыре-реке», «Девичьи глаза», «Была такая девушка» тата ыттисем те.

Иван Захаровича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ тата Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

ЧАССР Социаллă пулăшу паракан министерствăна тата Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пынă патшалăх деятелĕ Василий Иванович Васильев (20.01.1934-12.04.2008, Кивĕ Катек) çуралнăранпа – 85 çул.

 («Çулталăк кĕнекинчен»

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика