Ачуна çурат, хăвна савăнма...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:23 Просмотров: 273

Патăрьел мунициалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 2023 çулта мĕн пурĕ гражданла тытăмăн 930 актне шута илнĕ. Çулталăкра çут тĕнчене 207 çĕнĕ кайăк килнĕ, 463 çын вилнĕ.

Çуралнă пепкесенчен ытларахăшĕ (112) пулас пăхаттирсем. Çакна та палăртма кăмăллă: 52 çемьере пĕрремĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ, 63-шĕнче - иккĕмĕш ача çуралнă, 66 çемьене виççĕмĕш хут "аист" вĕçсе килнĕ, 19-шĕнче тăваттăмĕш, 6-шĕнче пиллĕкмĕш пепкишĕн савăннă. Пĕр мăшăра вара саккăрмĕш хут аттепе анне ята тивĕçнĕ ятпа саламланă!

Шел пулин те иртсе кайнă çулталăкра маларахрипе танлаштарсан 15 çын ытларах вилнĕ. Вĕсенчен 260-шĕ - арçынсем, 203-шĕ - хĕрарăмсем. Çемье пуçлăхĕсен вăтам ĕмĕрĕ 64 (66 пулнă) , хĕрарăмсен 79 (83 пулнă) çул.

 2023 çулта 118 мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Çав вăхăтрах 90-шĕ уйрăлса кайнă. Вĕсенчен 84-шĕ суд йышăнăвĕпе.

Иртнĕ çулталăкра аттелĕхе çирĕплетнĕ 28, ята улăштарнипе çыхăннă 22 тĕслĕх пулнă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика