Мускавран пысăк хавхаланупа таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:30 Просмотров: 211

Январĕн 15-16-мĕшĕсенче Мускаври ВДНХра муниципалитетсен Пĕтĕм Раççейри "Тăван тăрăх - Раççей вăйĕ" форум иртнĕ. Сумлă мероприятие Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

Форума çĕршыври 89 регионти муниципалитет йĕркеленĕвĕсен 7,5 пин представителĕ килме кăмăл тунă. Мероприятие Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ.

Программа питĕпуян пулнă. Пленарлă ларусем, çавра сĕтелсем, презентацисем иртнĕ.

Форум ĕçне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă, тухса калаçнă. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Канаш хулин пуçлăхĕпе Виталий Михайловпа пĕрле "Раççей" курав телестудийĕнче хăнара пулнă. Вĕсем муниципалитетсен çитĕнĕвĕсемпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

 - Форум Патăрьел Мускавран "инçе мар вырнаçнине" кăтартса пачĕ. Пире итлеççĕ, пире илтеççĕ. Манăн шухăшăмпа, Раççейĕн малашлăхĕ, кăмăл-туйăмĕ халăх ыйтăвĕсене татса панинчен нумай килет. Пысăк çак мероприятие хутшăнни çавăн пекех çĕршыври влаç тытăмĕн вăйне туйма пулăшрĕ. Ытти регион опычĕпе паллашни муниципалитета аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ шухăшсем тупма май парĕ, - терĕ Рудольф Васильевич ĕçлĕ çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ май.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика