Экологи культурипе сывă пурнăç йĕрки – тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:31 Просмотров: 219

Январĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, мунициалитет округĕнчи структура подразделенийĕсен, Патăрьелĕнчи организаци-предприяти, учрежденисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

 Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш тĕл пулăвĕнче 2024 çулта пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă ыйтусене сỹтсе яврĕç: Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче еплерех мероприятисем ирттерес тата физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарас ĕçе тĕрев парасси.

Пĕрремĕш ыйтупа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн-тирпей-илемпе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Ялуков тухса калаçрĕ. Николай Геннадьевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн ят панă çулталăкра тăван тавралăх илемĕпе, çут çанталăка упрас тĕллевпе ырă та пархатарлă ĕçсем пурнăçлас, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри акцисемпе мероприятисене хутшăнас, гидротехника сооруженисене юсаса тирпейлес, хамăр таврари çăлкуçсене тасатса тирпейлес, хăтлăх кỹрес тĕллевпе пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Паллах, Экологи çулталăкĕнче тавралăха симĕслетес ыйту та тĕп вырăнта пулĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр Патăрьел муниципалитет округĕнче 12 гектарта 7 пин ытла йывăç хунавне лартса хăварнă. Вĕсене йăл илме, тымарланма пулăшасси те пĕрлехи тивĕçех.

- Пирĕн хушăмăрта çут çанталăк тусĕсем, хамăр пурăнакан тавралăх илемĕшĕн тăрăшакан сахал мар. Вырăнсенче тăван яла, йăх-несĕле хисеплекенсен хастарлăхĕпе çăлкуçсене тасатса (вĕсем сахал мар) хăтлăх кĕртессине, кану вырăнĕсем тăвассине йĕркелемелле. Паллă çулталăкра общество хастарĕсене хисеп туса çав вырăнсене ят пани те пĕлтерĕшлĕ,- сĕнчĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хамăр пурăнакан тавралăх илемĕпе хăтлăхĕшĕн пуçарнă ыйтăва сỹтсе явнă май.

 Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел округĕнче те физкультурăпа спорта аталантарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси, çавна май çынсен вăтам ĕмĕрне ỹстересси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра начар мар çитĕнỹ туса пырать. Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕ" хушма пĕлỹ паракан учреждени директорĕ Анатолий Афанасьев тунă докладран та çакă тỹрреммĕнех сисĕнчĕ. Сăмахран, пирĕн муниципалитет округĕнче 2019 çулта физкультурăпа тата спортпа кăсăкланакансен хисепĕ 45,8 процент пулнă. 2024 çул тĕлне кăтарту 61,1 процента çитнĕ. Çакă вăл тỹрремĕнех правительствăпа вырăнти влаç органĕ спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнипе, спорт комплексĕсемпе стадионсем тулли хăватпа ĕçленипе çыхăннине палăртрĕ Анатолий Семенович.

Информаци кунĕнчех вырăнсенче физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре ăнăçлă ĕçлесе пыракан Нăрваш Шăхаль, Пикшик, Тăрăн территори пайĕсене, "Чи лайăх бюджет организацине" - Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективне, "Чи лайăх организаци" номинаципе палăрнă "Исток" агрофирмăна, "Чи лайăх спортсмен-общественника" - Владислав Антонова кубок тата Хисеп грамотисем пачĕç. Çавăн пекех Педагогпа наставник çулĕнче чăвашсен паллă просветителĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятисене йĕркелеме хастар хутшăннисене те Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Тĕл пулăва хутшăннисене Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Марат Айзатуллов 2024 çулхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе, ку тĕлĕшпе участоксенче хатĕрленỹ ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика