Усăллă ĕçе явăçни паха

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:31 Просмотров: 212

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Кивĕ хут пух - йывăçа упра" экологи акцийĕ иртрĕ. Кашни ача çут çанталăкшăн усăллă ĕç тума май тупрĕ.

Йĕри-тавра сăнар-ха. Хаçат-журнал, почта ешчĕкĕсенчи реклама хучĕсем, документсем - пурте хутран тунăскерсем. Вĕсене ĕçе кĕртме мĕн чухлĕ йывăçа каснă.

Çулленех çĕр çинче 13 миллион гектар вăрман пĕтет. 6 гектарĕ çеç çитĕнет. Мĕнпе пулăшма пултаратпăр-ха эпир? Паллах, кивĕ хут пухса. Ырă ĕç тума аякка каймалла мар. Килсерен кивĕ хаçат-журнал, кĕнекесем темĕн чухлех. Шăпах çапла тума тăрăшрĕç те шкулта вĕренекенсем. Пĕр тонна хут хатĕрлес тесен çитĕннĕ 17 йывăçа касма тивет. Кивĕ хута ĕçе кĕртни вара самай çăмăллăх кỹрет.

 Акцие ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те явăçрĕ. Кашни класс хастар хутшăнчĕ унта. 3 класра вĕренекенсем (ертỹçи Светлана Урукова) 1996 килограмм кивĕ хут пухма пултарчĕç. В. Иванова 435, Е. Медведева 386, С. Хафизова 300, Т. Солдатов 102, А. Карсакова 101 килограмм илсе килсе пачĕç.

 Кашни çемье куллен вăтамран çур килограмм, эрнере - 4, çулталăкра 186 килограмм кивĕ хута кăларса тăкнине статистика çирĕплетет. 60 килограмĕ çитĕннĕ пĕр йывăçа упрама пулăшать пулсан шкулта вĕренекенсен çемйисемех вăрманăн пысăк лаптăкне сыхласа хăварма май тупаççĕ. Пурăнакан тавралăх та тирпейлĕ пулать. Ачасем перекете те хăнăхаççех.

Светлана СЕРГЕЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика