Автомашина такăр çула та, асăрханулăха та юратать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:32 Просмотров: 195

Хыçа юлнă черетлĕ çулталăк кашни отрасльпех кирлĕ пĕтĕмлетỹ тума, умма лартнă тĕллевсене палăртма май парать. РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕ те çак кунсенче 2023 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк тăршшĕпе çул-йĕр çинче пулнă аварисен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран синкерлĕ вĕçленнĕ тĕслĕхсем те, вĕсенче суранланнисем те пур. Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕпе Алексей Юрьевич Мальцевпа тĕл пулса калаçнă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл:

- Кирек мĕнле автомашина та такăр çулпа чăрмавсăр чупать. Анчах та водитель çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан çатма пек тикĕс çул та авари сăлтавĕ пулма пултарать. Çулсем юнпа ан пĕвенччĕр, куççульпе ан йĕпенччĕр тесен чăн малтан руль умĕнче ларса пыракан водителĕн хăрушлăх сиксе тухасран йĕркене пăхăнмалла. Çăмăлттайлăх ун пек чухне ытлашши. Шел пулин те çакнашкал тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. 2023 çулта эпир пăхса тăракан Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи çул-йĕр çинче мĕн пурĕ 48 авари пулнă. Вĕсенче 9 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 65-шĕ аманнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан аварисен шучĕ 4,3 процент, вилекенсен 28,6, аманнисен 27, 5 процент ытларах.

Патăрьел территори пайĕпе уйрăммăн илес пулсан пĕлтĕр çул çинчи 12 аварие шута илнĕ (маларахри çулта 8 пулнă), вĕсенче пĕр çын вилнĕ, 18ăн аманнă. Çулталăкра çуран пыракан çине кĕрсе кайнипе 6 (13), çуран çул урлă каçакан вырăнта 1 (2), çуран пыракансем йĕркене пăснипе 3 (5), ачасем хутшăннипе 7 (7), хирĕç автомашина килекен çул çине тухнипе 7 (6) авари пулнă. Çак сăлтавсем пурте хамăр яваплăхран, асăрханулăхран килекеннисем.

Çул çинче пыракан техникăпа пулса иртнĕ инкексен ытти сăлтавĕсене те палăртса хăварасшăн. Тепĕр чухне водительсен опычĕ пулманнипе те аварилле лару-тăру сиксе тухать. Вĕсем ытларах чухне çухалса каяççĕ, мĕн тумаллине шутласа ĕлкĕреймеççĕ. Шута илнĕ икĕ аварине инспекторсем шăпах çавăнпа сăлтавланă. Юрать-ха вĕсенче çынсем аманнă çеç.

Тепĕр чухне водительсем çул-йĕре пăхса тăрассине кирлĕ пек тивĕçтерменнипе те йывăр лару-тăрăва çакланаççĕ. Çавăн пек условинче муниципалитет территоийĕнче 15 аварие шута илнĕ.

Çула тухакан кашни çын, водитель административлă право йĕркине пăхăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çулхи 12 уйăхра çул-йĕр инспекторĕсем 4011 (маларахри çулта 3947) административлă протокол çырнă, кашнинех КоАПăн тĕрлĕ статйипе айăпланă. Вĕсенчен ытларахăшĕ РФ КоАПăн 12.6 статйипе (хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманни е шлем тăхăнманни) çыхăннă. Çулталăкра ун пек 811 (485) тĕслĕх пулнă. Ви- çĕмçулхинчен те палăрмаллах ытларах.

Çул-йĕр патшалăх службин ĕçĕнче кашни авари, çул çинче пулакан мĕн пур пăтăрмах пĕлтерĕшлĕ. Çапах та çакнашкал йывăр лару-тăрăва ачасем хутшăнни, авари инкекĕнче вĕсем те пулни тата ытларах пăшăрхантарать. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки пирĕн сотрудниксем вĕренỹ учрежденийĕсенче пулса тăтăшах ачасемпе калаçусем, тĕл пулусем ирттереççĕ пулин те, пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те сиксе тухаççĕ. Эпир пăхса тăракан çулсем çинче çулталăкра ачасем хутшăннипе 11 авари пулнă. Телее, вилекен пулман.

РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн сотрудникĕсем обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн инспекторсем хутшăннипе çулталăкра 26 преступление уçса панă.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика