Хисеплĕ краеведăн кĕнекине сỹтсе явнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:32 Просмотров: 221

Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра хисеплĕ краеведăн, Чăваш Енри халăх академикĕн, Раççей Федерацийĕн суд системин хисеплĕ ĕçченĕн Дмитрий Конновăн "Правоохранительные и судебные органы Батыревского района Чувашской Республики" кĕнекине презентациленĕ.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район прокурорĕн çумĕ Алмаз Забиров, район судйи Татьяна Чукмаева, çавăн пекех право хуралĕн ĕçченĕсемпе библиотекарьсем хутшăннă.

Мероприятие уçнă май тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Наталия Ракова Дмитрий Коннов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кĕскен кĕнеке çинче чарăнса тăнă.

"Правоохранительные и судебные органы Батыревского района Чувашской Республики" кĕнекере прокуратура, следстви, милици ( полици) органĕсен, çавăн пекех суд системин ĕçĕ-хĕлне, вĕсене туса хунăранпа тата паянхи кунчченхи аталанăвне çутатнă. Автор палăртнă тăрăх, тĕпре - хăйсен пурнăçне Тăван çĕршыври йĕркелĕхе тата саккунлăха тытса тăрас ĕçе халалланă çынсемпе паллаштарасси.

Дмитрий Николаевич 1920 çултан пуçласа паянхи кунчченех йĕрке хуралĕнче тата суд органĕсенче ĕçленĕскерсем пирки тĕрлĕ çăлкуçран вуншар çул кирлĕ хутсене пуçтарнă. Чăваш Республикин, ун тулашĕн архивĕсемпе энциклопедийĕсенче тăрăшуллă ĕçпе информацисем шыранă.

Сăмах илнисем кĕнекене тивĕçлипе хак панă, унпа аслă классенче вĕренекенсем тата юридика факультетĕнчи студентсем усă курасса палăртнă, автора малашнехи пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем суннă.

"Дмитрий Николевич кĕнеки питĕ паха. Саккуна тата йĕркелĕхе мала хурса ĕçленĕскерсем пирки пĕлни хальхи тата малашлăхри ăрăва тăсакансемшĕн кăсăклă пуласса шансах тăратăн",- палăртнă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова.

Автор çинчен

Дмитрий Николаевич Коннов 1950 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ишек ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ Тăрăнта иртнĕ. 1980 çулта вăл Свердловскинчи юридика институтĕнчен (1994 çултан Уралти юридика академийĕ) ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Ене таврăннă. 1980 çулта çамрăк юриста адвокатсен коллегине йышăннă. 3 çул вăл Патăрьел районĕн юридика консультацийĕн адвокатĕнче ĕçленĕ.

 2000 октябрьтен пуçласа 2012 çулхи апрельччен районăн иккĕмĕш № суд участокĕн судйинче ĕçленĕ.

2012 çулхи май уйăхĕнчен - тивĕçлĕ канура.

 3 теçетке çул ытла районта тухса тăракан "Авангард" хаçатпа туслă çыхăну тытать. Саккунлăх, право темисемпе, тăван ен историйĕпе очерксемпе статьясем çырать, сăвăсемпе калавсем пичетлет. Унăн хайлавĕсем республика хаçачĕсенче те кун çути кураççĕ.

Краевед пулнă май тăван ен историне тĕпчет. Пухнă материалсемпе 2013 çулта "Юхма енти Тăрăн ял тăрăхĕ" пĕрремĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă.

Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмне йĕркеленĕренпе (7 çул ытла) 2022 çулччен унăн ертỹçи пулнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика