Халăхпа тата халăхшăн пурнăçланă ĕçсем пархатарлă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2024, 20:21 Просмотров: 158

Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче çынсен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем нумайлансах пыраççĕ. Территори пайĕсенче çулсем çĕнелни, урамсем капăрланни, ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансен сассисемпе тулни, çĕнĕ ФАПсем, культура çурчĕсем, спорт лапамĕсем тулли хăватпа ĕçлени тата ытти ырă улшăнусем чăн малтанах Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан наци проекчĕсемпе, патшалăх программисемпе тата пуçару бюджечĕпе пурнăçланса пыракан пархатарлă ĕçсем. Йĕрке хуралĕн ветеранĕ Николай Михайлович Рубцов ертсе пыракан Тăрăн территори пайĕ ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ỹсĕм çулĕпе çĕнелсе пыракан хутлăхсенчен пĕри. Çак кунсенче хаçат сотрудникĕ территори пайĕн начальникĕпе тĕл пулса пуçарнă калаçу вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тĕрĕс çул-йĕрпе аталаннине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

- Николай Михайлович, ял халăхĕн ыранхи ырлăхĕ, малашлăхĕ паян пурнăçланă ĕçсенчен килет. Хальхи вăхăтра Раççей, Чăваш Республикин, Патăрьел муниципалитет округĕн ертỹлĕхĕсен тĕллевĕ чăн малтанах ялта пурăнакан кашни çынна кирлĕ тимлĕх уйăрассипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе Тăрăн территори пайĕн аталанăвĕ, сирĕн хутлăхри ялсен çĕнелĕвĕ пирки мĕн каланă пулăттăр-ши?

- Ĕлĕкрех ял пурнăçĕ хуларинчен хăтлăх çуккипе, йывăр ĕçпе уйрăлса тăнăран халăхра та хурапа шурă пекех тесе танлаштаратчĕç. Хальхи вăхăтра ялпа хула хушши çывăхланнăçемĕн çывăхланса пырать. Яла аталантармалли патшалăх программисемпе халăхăн пурнăçĕ çулсеренех ырă енне улшăнса пыни куçкĕрет. Акă, юлашки виçĕ çулта çеç Тăрăн территори пайĕнче те ялта пурăнакансен ыйтăвне пурнăçа кĕртсе сахал мар ĕç пурнăçланă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас енĕпе палăртнă тĕллевсене пурнăçласа 2021 çулта Тăрăн территори пайĕнчи виçĕ ялта та - Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Треньелĕнче - çĕнĕ ФАПсем уçăлчĕç. Çакă ял çыннисемшĕн пысăк парне пулчĕ. Паян сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Ялта пурăнакансем малтанхи пулăшăва кăмăлтан, вырăнтах илме пултараççĕ.

2021-2022 çулсенче "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Тăрăнти клуба шал енчен тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, тăррине улăштартăмăр. Паян ялти культура çуртĕнче мероприятисем, тĕл пулусем ирттерме те кăмăллă: ăшă, çутă, хăтлă, шыв кĕрет, канализаци тытăмĕ ĕçлет. Кирлĕ оборудованисем, тумсем те пур. Маларах ăна тул енчен сăн кĕртнĕччĕ. Çакăнтах ял библиотеки те вырнаçнă. Унта та вулакансем валли хăтлă услови туса панă.

Çавăн пекех тепĕр пысăк проект пирки те палăртса хăварасшăн. 2022 çулхи август уйăхĕнче "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç норми" регионти проектпа килĕшỹллĕн Треньелĕнче ФОКОТ - уçă йышши физкультурăпа сывлăх комплексĕ - уçăлчĕ. Стадион лаптăкĕ 10 пин тăваткал метр. Çак проекта пурнăçлама 13 миллион тенкĕ федераци, 7 миллионĕ вырăнти бюджетран кайрĕ. Сывлăх комплексĕнче искусствăлла футбол газонĕ, синтетика витĕмлĕ çăмăл атлетика çулĕсем, баскетболпа волейбол валли ятарлă площадкăсем, тренажер комплексĕ, куракансем валли лармалли 100 вырăнлă трибуна та пур. Унта округ шайĕнче çеç мар, республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем те иртеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем хăтлă стадионпа туллин усă кураççĕ. Сăмах май каласан, паян Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" спортпа сывлăх комплексĕнчи çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр трассинче те çынсем çемьепе, ушкăнпа ярăнма килеççĕ.

- Пурнăç улшăнса пынă май ялсем çĕнелни, урамсем хăтлăланни, çуртсем капăрланни ырă кăмăл çуратать. Пытарма кирлĕ мар, чылай ялта тăван тăрăх илемĕшĕн уйрăм хастарсем, хуçалăхсем те сахал мар тăрăшаççĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Ку тĕлĕшпе эпир те чухăн мар. Территори пайĕнчи чылай ĕçре, мероприятинче пире "Исток" çĕр ĕç фирми питĕ пулăшса пырать. Вăл паян пирĕн тăрăхра çеç мар, республикăра та ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Сăмах май каласан, унăн ертỹçи Александр Илюткин пĕлтĕр "Патăрьел муниципалитет округĕнчи 2023 çул меценачĕ" хисеплĕ ята та тивĕçрĕ.

 Çĕр ĕç фирми алă тăсса пулăшнипех виçĕмçул Тăрăн ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка реконструкцилерĕмĕр. Паян чиркỹпе юнашарах вырнаçнă палăк ял мăнаçлăхĕ шутланать.

Çавăн пекех Тăрăн ялĕнче ФАПпа юнашар лартнă истори пĕлтерĕшлĕ палăк та икĕ çул каялла "Исток" çĕр ĕç фирмин тивлечĕпех çĕкленчĕ. Ăна ялти шкула1872 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищин инспекторĕ И. Н. Ульянов тĕрĕслевпе килсе кайнине халалланă.

- Яла пырса кĕрсен куçа тирĕнекен пĕрремĕш тирпей - çул. Вăл территори пайĕшĕн яланах тĕп ыйту вырăнĕнче шутланать...

- Паллах, çапла. Ялсенче кашни çулах мĕнле те пулин участока тирпейлеме, якатма, сарма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра куçăм вăйлă пирки урамсенчи çулсем туххăмрах шăтăк-путăкланса каяççĕ. Кăçал Тăрăнти пĕр урама çĕнетсе çул сарасшăн. Шыв-шур типнĕ хыççăнах Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масар йĕри-таврашĕнчи картисене пуçару бюджечĕпе çĕнетме пикенесшĕн. Объект 1 миллион та 75 пин тенке ларать. Хальхи вăхăтра кунта йывăçсене касса тирпейлессипе субботниксем ирттеретпĕр. Картана тытнă хыççăн ун патне килекен çула та сарсах хăварасшăн.

- Николай Михайлович, влаç тытăмĕнче халăх пĕрлĕхĕсĕр, пулăшăвĕсĕр, депутатсен, старостăсен хастарлăхĕсĕр пысăк ĕçе йĕркелеме те, кар тăма та çăмăл мар...

- Ку шухăш питĕ тĕрĕс. Кирек мĕнле проекта хутшăнас тесен те администрацин бюджетĕнче кирлĕ суммăн 40 проценчĕ пулмалла. Ыттине патшалăх тивĕçтерет. Пуçару бюджечĕн йĕрки çапла. Ку таранччен Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсем Валерий Рубцовпа Рашид Санзяпов, çавăн пекех Юрий Марков, Юрий Краснов, Тамара Соловьева старостăсем, "Исток" çĕр ĕç фирми ялсене хăтлăлатас тĕллевпе пуçарнă ĕçсенче яланах ырă сĕнỹпе те, ĕçпе те пулăшаççĕ. Пĕрлехи вăйпа вара кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те парăнтарма пулать.

Акă, иртнĕ çул Раççей Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче ТОСсем - (территориальное общественное самоуправление) - территоринчи обществăлла самоуправлени тăвас çĕнĕлĕхре те эпир "пилотлисем" пултăмăр. "Малобатыревский ТОС" обществăлла самоуправление юстици министерствинче регистрациленĕ. Малашне Раççей Президенчĕн çак программипе пĕр миллион таранчченхи проектсене хамăр тĕллĕн хутшăнма, Кĕçĕн Патăрьелне тата ытларах хăтлăлатма пултаратпăр. Çывăх вăхăтрах Тăрăн ялне те ТОС шутне кĕртесшĕн.

 - Николай Михайлович, Çĕнĕ çулта сире хăвăрăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, халăхпа малашне те пĕр чĕлхе тупса, кар тăрса ĕçлеме ăнăçу пултăр.

- Тавах, çапла пултăр.

Пĕлме тата кĕскен

Тăрăн территори пайне Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Треньел ялĕсем кĕреççĕ. Мĕн пурĕ 666 хуçалăх, вĕсенче 1776 çын (чăвашсем 93 процент, тутарсем 0,8, вырăссем 6, узбексем 0,2 процент) пурăнать.

Территори пайĕнчи чи аслă çын - Треньелĕнчи Анастасия Пыркина. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ çитес çул пĕр ĕмĕр - 100 çул - тултарать.

Юлашки виçĕ çулта Тăрăн территори пайĕнче федерацин "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе кашни ялтах çĕнĕ ФАП уçнă, "Культура" наци программипе Тăрăнти клуба, çавăн пекех ялти вулавăша тĕпрен юсанă, "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç норми" проекчĕпе Треньелĕнчи пысăк стадионти уçă вырăнта физкультурăпа сывлăх комплексĕ - ФОКОТ - уçнă.

"Исток" çĕр ĕç фирми пулăшăвĕпе Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн ялĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăкпа унăн таврашĕсене хăтлăх кỹнĕ.

2023 çулта Çĕнĕ çул умĕн Патăрьел муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе Тăрăн территори пайĕн администрацийĕн çуртне шал енчен хăтлăх кỹнĕ.

Хаклав

Валерий РУБЦОВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

 - Çĕршыв аталанăвĕ ялсенчен пуçланать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра унта пурăнакансен пурнăçне çăмăллатасси, вĕсене малалла аталанма кирлĕ услови туса парасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси, çак тĕллевпе тĕрлĕрен программăсене пурнăçа кĕртесси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ шутланать. Пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕ ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ. Çулсерен социаллă культура объекчĕсем хута кайни, çĕнĕ производство цехĕсем ĕçлеме пикенни, фермер хуçалăхĕсем аталанни, çынсем хăйсен ĕçĕсене уçса çемье бюджетне пуянлатса пыни тата ытти те патшалăх ялта пурăнакансене пулăшакан программăсем вăйра пулнипе пулса пыраççĕ. Юлашки çулсенче Тăрăн территори пайĕнчи ялсем те ку тĕлĕшпе чылай ырă енне улшăнни, вырăнта тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕни савăнтарать.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика