Ырă пулăшу хавхалантару палли пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:32 Просмотров: 125

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксене ырă пулăшупа хавхалантарас тĕллевпе хỹтĕлев сеткисем те çыхаççĕ, окопра усă курмалли çуртасем ăсталаççĕ, ăшă тумтирпе апат-çимĕç, ытти кирлĕ япала та вĕсене çитерме тăрăшаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Первомайски территори пайне кĕрекен Анат Чакăра пурăнакан Ксения Смирнова, Надежда Белова, Зинаида Шурякова, Татьянăпа Ираида Филипповасем 17 мăшăр чăлха çыхса "Батыревский доброволец" волонтерĕсем патне çитернĕ. Сивĕ çанталăкра ăшă тумтир салтаксемшĕн ытлашши пулмĕ.

Яндекс.Метрика